Чӑваш Ен строительство отраслӗн малалла аталанма пысӑк вӑй-хӑват пур
Чӑваш Ен строительство отраслӗн малалла аталанма пысӑк вӑй-хӑват пур.
Пӗлтӗр 2013–2017 ҫулсем валли йышӑннӑ "Граждансене Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ ишӗлекен ҫурт-йӗр фондӗнчен куҫарасси" республикӑн адреслӑ программине пурнӑҫлассине тулли калӑпӑшпа вӗҫленӗ.
Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ программӑна пурнӑҫлама 5 миллиард тенке яхӑн тӑкакланӑ, 12 857 ҫын хӑйӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ.
Программӑна пурнӑҫланӑ, анчах ҫивӗч ыйту татӑлман. Паянхи кун тӗлне 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ишӗлекен ҫурт-йӗр тесе йышӑннӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсен шучӗ 190-па танлашать.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне граждансене, вӗсен социаллӑ статусне шута илсе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене ла-йӑхлатма патшалӑх пулӑшу парассине малалла тӑсма хушатӑп. Федераци шайӗнче тивӗҫлӗ йышӑнусем тунӑ хыҫҫӑнах 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ишӗлекен ҫурт-йӗр тесе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне пӗтермелли программӑна туса хатӗрлемелле тата ҫирӗплетмелле.
Федераци центрӗпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине пула бюджет укҫи-тенкин пысӑк калӑпӑшне ку чухнехи социаллӑ объектсем тума, граждансен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма яраҫҫӗ. Сӑмахран, 2017 ҫулта строительство енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 36 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ, ҫав шутран чӗрӗке яхӑн пайӗ строительство организацийӗсемшӗн гарантиленӗ патшалӑх заказӗн тӳпи!
Ҫав хушӑрах, строительство ӗҫӗсем пынӑ тапхӑрта эпир час-часах проект докуменчӗсенче техника йышӑнӑвӗсене тӗплӗн ӗҫлесе ҫитерменнипе е кирлӗ пек шута илменнипе тӗл пулатпӑр. Ҫак ҫит-менлӗхсем проект докуменчӗсене тӳрлетӳсем кӗртме хистеҫҫӗ, объектсен строительствине чарса тӑраҫҫӗ тата чылай чухне вӗсене хута ямалли вӑхӑт вӑраха тӑсӑлса каяс хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ.
Хисеплӗ патшалӑх тата муниципалитет заказчикӗсем, строительство отраслӗн организацийӗсен ертӳҫисем, социаллӑ объектсене проектлас ӗҫе пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫламалла. Ку чухнехи проектлав формисемпе усӑ курмалла, вӗсем технологи йышӑнӑвӗсене те, вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнлерех ҫыхӑнса-шайлашса тӑрассине те малтанхи тапхӑртах тӗплӗн тишкерсе хак пама май параҫҫӗ. Ҫав хушӑрах пирӗн хуласен хӳхӗм сӑн-сӑпатне сыхласа хӑварни те пӗлтерӗшлӗ.
Унсӑр пуҫне, ҫитес ҫулсенче пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр строительствин калӑпӑшне ӳстермелле. Ҫакӑн валли кирлӗ пек майсене туса хунӑ. 2010 ҫултан пуҫласа ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 2 пин гектар ытларах ҫӗре пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви валли уй-ӑрса панӑ, ҫав шутран 40 процентне тӗллевлӗн усӑ курнӑ.
Асӑннӑ лаптӑксене усӑ курас енӗпе хӑйсен ҫине тивӗҫ илнӗ ҫурт-йӗр тӑвакансен пурӑнмалли ҫурт-йӗре, тата ытти объекта палӑртса хунӑ сроксенче хута ярас тесен строительство ӗҫне вӑхӑтра йӗркелемелле. Ҫурт-йӗр строительстви валли уйӑрса панӑ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем пушӑ выртмалла мар, вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курмалла тенӗ регион Пуҫлӑхӗ паянхи Ҫырура