Чăваш Енре пурăнакансем туслă пулни ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче

 Чăваш Енре пурăнакансем туслă пулни ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Кирек-епле чĕлхене те, йăла-йĕркепе культурăна хисеплени куҫкĕретех. «Социологи тĕпчевҫисен пĕтĕмлетнĕ тăрăх, мĕнпур халăхран 87 проценчĕ туслăх пуррине ҫирĕплетет.  Хальхи пурнăҫ таппишĕн ҫак пĕтĕмлетĕвĕн кăтартăвĕ ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.     

«Эпир хамăрăн историпе мăнаҫланатпăр.  Пирĕн йăла-йĕрке, культура ҫав тери пуян.  Ҫитес ăру валли ăна пирĕн упраса хăварассишĕн тăрăшса ĕҫлемелле.  Ҫакă пирĕн тĕп тĕллев. Культура туприне, пуянлăхне упраса хăварассипе йышăннă проекта халех ĕҫе кĕртме пуҫламалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă паянхи Ҫырура.

Ялсенче культура вучахне «чĕртессипе», ăна хальхи пурнăҫпа тан килĕшсе пурнăҫласа пырассине, клубсенче пурлăхпа техника базине пуянлатма курăмлă пысăк калăпăшлă ĕҫсем пуҫланнă та ĕнтĕ.  

«Пĕрле ĕҫлесе пурăнмалла» халăх программипе килĕшӳллĕн, ҫынсен сĕнĕвĕсене шута илсе, ял тăрăхĕсенче капмар та пысăк хăтлă Культура керменĕсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ.  Палăртма кăмăллă, юлашки ҫулсенче регионта ҫĕнĕ 9 клуб уҫнă, вĕсем чăн-чăн пысăк Керменсем! Ҫитес ҫулсенче тата та 18 культура ҫуртне хăпартса лартма тĕллев лартнă. «Этническая Чувашшия» проект пурнăҫа кĕни пурсăмăра та хавхалантарать.   2017-мĕш ҫулта «Амазония» аквапарк уҫăлчĕ, халăх унта йышлăн ҫӳрени куҫкĕретех. Пурте кăмăллă объектсемпе. Хулара Мускав ҫыран хĕрри илемленсе пырать, унта пĕтĕмпех ҫĕнĕ сооруженисем вырнаҫтарнă, объектсем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ. Пĕтĕмпе 5 ҫухрăма тăсăлнă лаптăкра халăха валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратма плана кĕртнĕ.  

Чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитет кăҫал. Чăваш алфавитне йĕркелекенĕ, чăвашсене аталанса пыма  сахал мар пулăшнă, кĕнекесене вырăсла та чăвашла та калăпланă. Вăл халăх шкулĕн историйĕнче паллă вырăнта тăрать.

«Граждансен прависене хӳтĕлессипе кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркеленĕ. Ҫынсене хăйсене кăмăла каякан чĕлхене суйласа илсе вĕренме ирĕклĕ. Тăван чĕлхене юратса вĕренмелле, хистеме юрамасть. Саккунпа пирĕн килĕшӳллĕ пулмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

2019-2020-мĕш ҫулсенче Чăваш Республикин тĕп хулине Шупашкара 550 ҫул ҫитнине паллă тăваҫҫĕ, Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитет.  

«Халăха анлăн явăҫтармалла, мероприятисене ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерме тăрăшмалла.  Ытти регионсенчен хăнасене йыхравламалла, пĕр сăмахпа каласан уявсем чаплă пулмалла, мĕншĕн тесен  ҫаксем пирĕн историшĕн паллă пулăмсем пулса тăраҫҫĕ», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

  



16 января 2018
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter