Чӑваш Республики виҫҫӗмӗш ҫул Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсен инвестици илӗртӳлӗхӗн рейтингӗн пӗрремӗш теҫеткинче тӑрать
Чӑваш Республики виҫҫӗмӗш ҫул Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсен инвестици илӗртӳлӗхӗн рейтингӗн пӗрремӗш теҫеткинче тӑрать. 2017 ҫулта республика Федерацин 85 субъекчӗ хушшинче улттӑмӗш вырӑнтан иккӗмӗш вырӑна хӑпарчӗ.
Бизнес представителӗсемшӗн инвестици климачӗн рейтингӗнчи иккӗмӗш вырӑн вӑл – Чӑваш Ен статусӗ «шанчӑклӑ» пулни ҫинчен уҫҫӑн ҫирӗплетни шутланать.
Предпринимательсем республика территорийӗнче пурнӑҫлакан проектсен ӑнӑҫулӑхне, лайӑх шайри ӗҫлӗ климат, кирлӗ пек кадр ресурсӗсем пуррине шаннине «РЕНОВА» компанийӗсен ушкӑнӗпе килӗшӳ туни ӗненмелле ҫирӗплетет. Ҫав килӗшӳ шайӗнче ҫулталӑкне 19 пин тонна ытла калӑпӑшпа пахча ҫимӗҫ туса илмелли пиллӗкмӗш ӑрури пысӑк технологиллӗ теплица комплексне тума палӑртнӑ.
Паллӑ ӗнтӗ, «РЕНОВА» компанийӗсен ушкӑнӗ «Хӗвел» завода техника тӗлӗшӗнчен пуянлатас ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫлерӗ ӗнтӗ. Унта 2,3 миллиард тенкӗ хывнӑ. Ҫавна пула хӗвел энергийӗпе усӑ курнӑ чухнехи усӑллӑ ӗҫ коэффициенчӗ икӗ хута яхӑн ӳснӗ. Предприятири вӑтам ӗҫ укҫин кӑтартӑвӗ пӗлтӗр 90 пине яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Ҫав хушӑрах унта тӑрӑшакан ӗҫченсен тӗп пайӗ – 35 ҫулчченхи ҫамрӑк та креативлӑ ҫынсем.
Кӑҫал, проекта пурнӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑрта, инвестор тата 2 миллиард та 800 миллион тенкӗ хывма хатӗрленет.
Эпир инноваци проекчӗсене пурнӑҫлама, ҫӗнӗ производствӑсем уҫма, производство площадкисене анлӑлатма вырӑнлӑ йышӑнусем тума тӑрӑшатпӑр. Сӑмахран, Чӑваш Ен Правительствин йышӑнӑвӗпе «Букет Чувашии», «Бреслер», «Чӑвашторгтехника» организацисене тата Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприятие ҫӗр лаптӑкӗсене вӑйра тӑракан саккунсемпе килӗшӳллӗн аукционсем ирттермесӗрех уйӑрса панӑ.
Инвестици проекчӗсене пурнӑҫлама хывнӑ укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2018 ҫулта 40 миллиард ытла тенкӗпе танлашмалла.
Хаклав тӑрӑх, пӗлтӗр инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани шучӗпе республика экономикин мӗн пур сферинче икӗ пин те сакӑр ҫӗре яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, ҫав шутран сакӑр ҫӗре яхӑнӑшӗ пысӑк технологиллӗ, вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 31 пин тенкӗрен те иртекен ӗҫ вырӑнӗсем, унта тӗпрен илсен ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑк ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал тата икӗ пин ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ.