"Хулари инфратытăма ҫĕнетес тĕллевпе, спорт сооруженийĕсене те ытларах хатĕрлемелле, вĕсем паллах, хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килмелле, ҫамрăксем хушшинче анлă сарăлнă спорт тĕсĕсемпе аталанса пыма майсем йĕркелесе памалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Паян Чăваш Енре пурăнакан кашни ҫемьешĕн спортпа туслă пулни пĕлтерĕшлĕ пулни куҫкĕретех.

«Патшалăх тата муниципалитет влаҫ органĕсенче тăрăшакансен, обществăлла организацисенче ĕҫлекенсен тĕллевĕ – регионта массăллă спорта аталантарасси, республикăра пурăнакансем валли спорта ҫӳреме кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси. ГТО нормисене тултарассипе те ҫынсем хастар хăйсен ăсталăхне туптаҫҫĕ.  Хулари инфратытăма ҫĕнетес тĕллевпе, спорт сооруженийĕсене те ытларах хатĕрлемелле, вĕсем паллах, хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килмелле, ҫамрăксем хушшинче анлă сарăлнă спорт тĕсĕсемпе аталанса пыма майсем йĕркелесе памалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Кăҫал Раҫҫейре чи пысăк спорт мероприятийĕ иртет, футбол выляссипе  тĕнче Чемпионачĕ пулать.  Шупашкарта «Спартак» тата «Олимпийский» стадионсене реконструкцилеҫҫĕ.  «Пирĕн тĕп тĕллев – инфратытăм пайĕнчи объектсене тĕпрен юсаса ҫĕнетесси.  Туристсем валли хăтлă условисем йĕркелесе парасси. Тĕнче шайĕнчи стандартсене пăхăнса йĕркеленĕ спорт сооруженийĕсем регионта пурăнакансемшĕн тата пирĕн тăрăха килекен хăнасемшĕн усăллă тата кăсăклă пулĕҫ», - тесе сăмаха тăснă Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫырура  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев



16 января 2018
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter