Пӗлтӗр тытӑмлӑн, планпа килӗшӳллӗн ӗҫленине пула халӑх шыҫӑсенчен вилесси 8 процент чакрӗ
Ку чухнехи темле инфратытӑм та хӑй кӑна, пысӑк ӑсталӑхлӑ медицина ӗҫченӗсемсӗр пуҫне, ниме те тӑмасть.
Пирӗн сывлӑх сыхлав сферине кадрсемпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе тӑтӑшах ӗҫлемелле. Уйрӑмах ҫак ыйту ял ҫӗрӗнчи сиплев учрежденийӗсенче ҫивӗч тӑрать.
Палӑртса хӑваратӑп: федерацин «Земство тухтӑрӗ» программине пурнӑҫлани ялти медицина организацийӗсене 371 врача явӑҫтарма май пачӗ.
Депутатсемпе пӗрле эпир «Земство тухтӑрӗ» программӑн мероприятийӗсене анлӑлатасси ҫинчен калакан пуҫарупа федераци шайне темиҫе хутчен те тухрӑмӑр. Ҫавна пула 2018 ҫулта программа вӑйӗ пӗчӗк хуласене те пырса тивмелле. Унсӑр пуҫне вӑл фельдшерсем валли те пулӑшу палӑртать, вӗсене 500 пин тенкӗлӗх тӳлев уйӑрса пама тытӑнаҫҫӗ. Палӑртса хӑваратӑп: ҫакӑ медиксене ялта ӗҫлеме хавхалантармалли витӗмлӗ сӑлтав!
Студентсене тӗллевлӗн вӗренме илни вара ҫак пулӑшӑвӑн тухӑҫлӑхне ӳстермелли лайӑх мел пулса тӑрӗ.
Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерстви умне кадрсене суйласа илес ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫлама тӗллев лартатӑп: пӗчӗк хуласене тата яла чи тивӗҫлисем ӗҫлеме килмелле!
Пӗлтӗр тытӑмлӑн, планпа килӗшӳллӗн ӗҫленине пула халӑх шыҫӑсенчен вилесси 8 процент чакрӗ. Ҫакӑ юлашки пилӗк ҫулта пуҫласа пулса иртрӗ!
Протонлӑ-ядерлӑ терапин шыҫҫа «пӑнчӑран» пуҫласа тӗрӗслесе тӑма май паракан, чирлӗ ҫын пурнӑҫне кӑна мар, унӑн пахалӑхне те сыхласа хӑварма пулӑшакан инновациллӗ технологийӗсем ҫӗнӗ ҫитӗнӳсен резервӗ пулса тӑмалла! Ку ыйтӑва хам тӗрӗслесе тӑма палӑртатӑп тата кӑҫал ядерлӑ медицина центрӗнче пӗрремӗш пациента йышӑнма тӗллев лартатӑп, тенӗ республика Пуҫлӑхӗ паянхи Ҫырура.