Чӑваш Енре тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗринпе туслӑн та килӗштерсе пурӑнас енӗпе, чӗлхесене, йӑла-йӗркене тата хӑйне евӗрлӗ наци мешехисене сыхласа упрас тӗлӗшпе сайра йышши паха опыт йӗркеленнӗ
Чӑваш Енре тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗринпе туслӑн та килӗштерсе пурӑнас енӗпе, чӗлхесене, йӑла-йӗркене тата хӑйне евӗрлӗ наци мешехисене сыхласа упрас тӗлӗшпе сайра йышши паха опыт йӗркеленнӗ.
Социологи тӗпчевӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑра нацисем хушшинчи хутшӑнусене респондентсен 87 проценчӗ лайӑх хак параҫҫӗ. Ку хальхи вӑхӑтри саманашӑн хӑйне майлӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ ҫитӗнӳ.
Кӑҫал чӑвашсен паллӑ ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитет. Вӑл халӑх шкулӗсем йӗркелесе уҫнипе, чӑваш алфавитне туса хатӗрленипе, тӑван халӑхӗ валли чӑвашла тата вырӑсла вӗрентӳ кӗнекисем пичетлесе кӑларнипе ис-торие кӗрсе юлнӑ.
Хаклӑ юлташсем!
Ҫакна аса илес килет. Иван Яковлевич Яковлев пире вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнма, ӑна юратма чӗнсе каланӑ.
Пирӗн Конституцире вырӑс тата чӑваш чӗлхисене патшалӑх чӗл-хисем тесе йышӑннӑ. Патшалӑх чӗлхисене вӗренме, вӗсемпе усӑ курма пурин те пӗтӗмӗшле майсем пур. Чӑваш чӗлхи, вырӑс чӗлхи пекех, пулнӑ, пур, пулать те!
Палӑртса хӑварас тетӗп: республикӑра пурӑнакан ҫынсен ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе тата пӑхса ҫитӗнтернӗ чухне чӗлхене ирӗк-лӗн суйласа илмелли правине тивӗҫтерме кирлӗ мӗн пур майсене йӗркеленӗ. Тӑван чӗлхене, вӑйра тӑракан саккунсене шута илсе, хӑй ирӗкӗпе вӗренмелли Конституцире палӑртса хӑварнӑ правӑна туллин пурнӑҫлама майсем пурри пирки те никамӑн та иккӗленӳ пулмалла мар.
2019 тата 2020 ҫулсенче Чӑваш Республики Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 550 ҫул тата Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Пирӗн ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ историллӗ пулӑмсене ҫӳллӗ шайра, общественноҫа анлӑн явӑҫтарса, ытти регионран хӑнасене чӗнсе анлӑн та савӑнӑҫлӑн паллӑ тумалла тенӗ паянхи ҫырура республика Пуҫлӑхӗ.