«Пирĕн тĕп тĕллев – республикăн экономикăпа наукăн тата социаллă сферăн, йăла-йĕркепе культурăн аталанăвĕн шайне ӳстересе ҫирĕплетсе пырасси», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Патшалăх Канашне тухакан Ҫырура

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухакан Ҫырăва паян патшалăхăн влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсен, депутатсен тĕп тĕллевĕ – патшалăхăн тата граждансен интересĕсене хӳтĕлесси пулнинчен пуҫланă.  Мĕнпур ĕҫсене саккунсене пăхăнса таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлемеллине палăртнă.

«Эпир малалла та тĕллевлĕ утăмсемпе пыратпăр. Кулленхи тата стратегиллĕ ыйтусене татса парассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр. Пирĕн приоритет – Чăваш Республикине вăйлă, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан регион тăвасси,унăн ҫирĕп аталанăвне ӳстереси. Пурин те ҫак республикăра пурăнма тата ĕҫлеме яланах кăмăл пултăр!» - тенĕ вăл.  

Регионта экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтернишĕн, пысăк технологиллĕ медицинăна вăй илтернишĕн, вĕрентӳ тытăмĕ ҫирĕп пулнишĕн, Чăваш Республики ҫĕршывра чи малта пыракан регионсен пĕри шутланса тăрать.

2017-мĕш ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх,  республикăн промышленноҫ производствин индексĕ 103,7 процентпа танлашнă, ял хуҫалăх пайĕнчи таварсен калăпăшĕ – 101 процент, суту-илӳ ҫаврăнăшĕн пайĕ - 102,8 процент, халăхăн вăтам ĕҫ укҫин шайĕ 7,3 процент таран хăпарнă. 2011-мĕш ҫултан пуҫласа регионта ĕҫсĕррисен шучĕ 2,4 хут чакнă.

«Пирĕн тĕп тĕллев – ҫак ӳсĕме тытса пырса тата та ӳлĕмрен пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса пырасси. Экономикăри, наукăри, социаллă сферăри ĕҫ-хĕле ҫирĕплетсе, хамăрăн йăла-йĕркепе культурăна упраса хăварасси», - тесе палăртнă регион Ертӳҫи.

  



16 января 2018
12:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter