Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕпе Чăваш Ен халăхĕ патне Ҫырупа тухнă
Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫулсерен вулакан Ҫырупа тухнă. Мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртет, 12 сехетре пуҫланнă.
Ҫырура регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕ пирки тĕплĕн тишкерӳ пулнă. Чăваш Ен Правительствин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен ĕҫ-хĕлне ҫутатса панă, пуласлăхри тĕллевсене те палăртнă.
Ĕҫ хутне хатĕрленĕ чухне халăхăн шухăшне, обществăлла организацисен сĕнĕвĕсене итленĕ, тĕпе хунă, граждансен обществин институчĕсен ыйтăвĕсене те пăхса тухнă.
Пухăвăн ĕҫне «Россия 24», НТРК Чăваш Ен – FM 105,0 МГц и УКВ 72,41 МГц, интернет – mms://media.cap.ru/ChuvRadio эфирĕсенче тӳрĕ кăларăмра пăхма тата итлеме пултартăмăр, кунсăр пуҫне Чăваш Республикин официаллă Порталĕнче ҫак адреспа ссылкăпа курма май пулчĕ.