«Ăслăлăха шкула» текен проекта малалла та ҫирĕплетсе аталантарса пырассине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ регионăн мĕнпур сферăри ĕҫсене пĕр шай кирлĕ пек тивĕҫлĕ аталантарса пырас ĕҫ, ҫамрăксен инновациллĕ потенциалĕсĕр пурнăҫлама хĕн пулнине асăннă.  Чăваш Енри вĕренӳ тытăмне республикăн пĕрлештернĕ хыснинчен пĕрре виҫҫĕмĕш пайĕ укҫа тăкакланнине каланă. Ҫакăн пек йышăну туса хăварни – хăйне евĕр пысăк ҫитĕнӳсем тума май парать тенĕ.

Чăваш Республикинчи шкулсемпе ача сачĕсем Раҫҫейри чи чаплă учрежденийĕсем шутĕнче ҫулсеренех тăраҫҫĕ. Пирĕн республикăн паха ĕҫ опычĕсене ытти регионсем тĕпе хурса ĕҫлени те куҫкĕретех.

Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологи вăй илсе пынине кура, пысăк квалификациллĕ специалистсем ҫителĕксĕр пулни сисĕнет.  Ҫакна пула та, шкулсенче ҫĕнĕ стандартсем вăй илмелле, наукăн аталанмалла тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

«2017-мĕш ҫулта Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерстви тата Чăваш патшалăх университечĕ ҫĕнĕ проект пăхса тухнă, вĕсен пуҫаруллă ĕҫне эпĕ те ырларăм. Республикăри 11 база шкулĕсенче физика кабинечĕсем валли ятарлă лабораторисем тума хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан тĕрлĕ хатĕрсем вырнаҫтарнă. «Шкула наука» проект малалла та аталанса вăй илсе пырĕ», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Шанатпăр, ҫак проекта хутшăнакан шкулсен йышĕ ӳсессе, хушма предметсем пулĕҫ, хими, биологи ҫирĕпленсе хăватланĕ. Проекта 85 шкул хутшăнĕ, апла пулсан, регионти шкулсенчен кашни пиллĕкĕмĕшĕ тата та тĕрлĕ вĕрентӳ хатĕрĕсемпе пуянланасси паллă», - тенĕ вăл.

«Вĕсемсĕр пуҫне, шкулсем хута ярасси тата вĕсене  модернизацилесси те  кун йĕркинчех тăрĕ. 2025-мĕш ҫул тĕлне республикăра шкулсенче иккĕмĕш сменăпа ачасене вĕрентессине пăрахăҫлама тĕллев лартнă», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Пысăк технологиллĕ производствăсенче ĕҫлеме кадрсем хатĕрлес ĕҫ пурнăҫланасси куҫкĕретех.

«Вĕрентӳ тытăмĕшĕн ҫак ыйту чи приоритетлă пулнине эпĕ темиҫе ҫул каяллах палăртнă пулнăччĕ.  Пирĕн паха ĕҫ опытне Петербургра иртнĕ Пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче те пысăка хурса хакланă пулнă. Вăтам професси пĕлĕвне титвĕҫтерессипе ĕҫлекен тытăмра - Чăваш Ен вĕрентӳ инфратытăмĕн индексĕн кăтартăвĕпе малта пыраканни.  

Малашне те ҫак юхăма тытса пырса ĕҫлесе пыма тăрăшăпăр. Тĕнче шайĕнчи стандартсене тĕпе хурса, Чăваш Республикинче ятарлă вĕрентӳ  центрĕсем вăй илмелле», - тенĕ вăл.

«2018-мĕш ҫулта ҫакăн йышши центр виҫҫĕрен кая мар хута ярса пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.  Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен министерствине сертификациллĕ экспертсене хатĕрлеме хушатăп.  Ворлдскиллс йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, пурлăхпа техника базине те пуянлатма сĕнетĕп», - тесе каланă ыйтăва уҫăмлатса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  



16 января 2018
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter