Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хулари Ленин проспектĕнчи нумай профиллĕ поликлиника центрĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев в Чебоксарах проинспектировал ход строительства новой поликлиники на проспекте Ленина Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хулари Ленин проспектĕнчи нумай профиллĕ поликлиника центрĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă. Объектăн никĕсне пĕлтĕрхи ҫул утă уйăхĕнче хума пуҫланă. Проектпа килĕшӳллĕн ҫак учрежденийĕн тытăмне тăватă хутлă икĕ ҫурт тата пиллĕк хутлă пĕр блок  кĕресси паллă.  

Чăваш Республикин хыснинче 2016-2018-мĕш ҫулсенче Шупашкарта пулакан сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн строительство ĕҫĕ валли 746,6 млн пăхса хăварнă. Патшалăх контрактне «СМУ-115» ТМЯО пурнăҫлать.

Пулас ҫĕнĕ больницăра врачсем тĕрлĕ чир-чĕртен сиплĕҫ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев социаллă пĕлтерĕшлĕ объект ҫывăхĕнче автомашинăсене вырнаҫтарса лартма парковка пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтса пĕлнĕ. Планпа килĕшӳллĕн, ҫывăхра 60 машина вырнаҫтармаллăх парковка пуласси пирки пĕлтернĕ строительсем.   

Хулари тĕп больницăн аслă врачĕ Татьяна Маркелова хăйĕн сăмахĕнче поликлиникăра харăсах 500 ҫынна вырнаҫтарма май пулассине пĕлтернĕ. Кăнтăрлахи уйрăмра 35 ҫынна сиплеме те условисем пулассине асăннă.  

Объектăн строительство ĕҫĕ паянхи куна илес пулсан, графикпа килĕшӳллĕн пулса пырать тенĕ специалистсем.

«СМУ-115»  ТМЯО директорĕ Андрей Баринов уйрăм кăлтăксем пирки чарăнса тăнă, чăрмавсен сăлтавĕсем ҫинчен каласа панă.

Ĕҫлĕ визитра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев объект ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă май, кунта тăрăшакансемпе курса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.  Чи пахи, строительство ĕҫне ҫывăхра вырнаҫнă ҫуртсенче пурăнакансем ҫав тери хытă тĕрĕслесе тăраҫҫĕ.  

Тамара Секторова пенсионерка регион Ертӳҫипе калаҫнă май, ҫак объекта хута ярассине чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтернĕ. Условисем кунта лайăх пулассине те вăл шансах тăрать.

2018-мĕш ҫулта медицина пайĕнче тăрăшакансен шалу укҫин виҫи тата та ӳсесси паллă пулĕ.  Ыйтăва пĕтĕмпех Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путин ҫу уйăхĕнче кăларнă указсемпе килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пынине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев вырăнти халăха.

Калăпăр, врачсен вăтамран ĕҫ укҫи 41 процент таран хăпарĕ. Кăтарту  вăтамран 48 пинрен кая мар пуласси те паллă. Медицина пайĕнче вăй хуракансен 27 процент ӳсĕ, вăтамран шалу укҫи 24 пинрен кая мар пуласси сисĕнет.

Михаил Игнатьев тата ҫакна та палăртса хăварнă: «Пирĕн тĕп тĕллев - халăх нумай ҫул хушши пурăнтăр тесе, вĕсене валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси, ҫынсене пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтересси», - тенĕ, ҫак ыйтусемпе республика Правительстви кулленех ĕҫлесе пынине асăннă.  

Ҫĕнĕ поликлиникăна 2020-мĕш ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра хута яма плана кĕртнĕ, анчах та строительство ĕҫне пурнăҫлакан подрядлă организаци, объекта 2019-мĕш ҫулта иккĕмĕш ҫур ҫуллăхра вĕҫне-хĕрне тухма шантарать.

 Фоторепортаж



18 января 2018
16:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter