Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Атăлҫи федераци округĕн Чăваш Енри кадетсен корпусĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă

На личном контроле Главы Чувашии ход строительства Чувашского кадетского корпуса Приволжского федерального округа имени Героя Советского Союза А.В. Кочетова Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Атăлҫи федераци округĕн Чăваш Енри кадетсен корпусĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă.  

Паян ҫулҫӳреве унпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата ытти хăш-пĕр ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем тухнă.  

Аса илтеретпĕр, объектăн строительство ĕҫне «Фирма «Старко» ТМЯО пурнăҫлать. Палăртнă ҫурта кăҫал авăн уйăхĕн пуҫламăшĕнче хута яма плана кĕртсе хăварнă. Вĕренӳ учрежденийĕнче харăсах 400 ача ăс пухма пултарать, ҫурт 5 блок-секцирен тăрать.  

«Фирма «Старко»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче, пуҫтарăннă хăнасене объектра ĕҫ графикпа килĕшӳллĕн пулса пынине пĕлтернĕ, мĕнпур блоксенче строительсем тăрăшса ĕҫленине палăртнă. Хăш-пĕр чăрмавсем сиксе тухнине кура, проекта ҫийĕнчех улăштарма тивнине те асăнса хăварнă. Хушма ĕҫ хутшăннине палăртнă.

«Фирма «Старко» ТМЯО генеральнăй директорĕ строительство компанийĕсемшĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене хутшăнни ҫав тери лайăх тесе каланă. «Пире гаранти паракан ĕҫ.  Эпир мĕнпур вăя пĕрлештерсе ĕҫлеме хатĕр. Строительсем кăмăллă. Объекта вăхăтра ĕҫе кĕртме тĕллев лартнă», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Ҫурта вăхăтра хута яма ятарлă график ҫирĕплетнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев строительство ĕҫне пурнăҫлама укҫа-тенкĕ енчен нимĕнле йывăрлăх та пулманнине палăртнă.  Пĕтĕмĕшле объекта хăпартма республика хыснинче 560 млн пăхса хăварнă. 2017-мĕш ҫулта пурĕ те 90,5 млн ҫеҫ усă курнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  

Регион Пуҫлăхĕ строительсене темиҫе сменăпа ĕҫлеме сĕннĕ. Ку ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă республика Пуҫлăхĕ подрядлă организацине. Строительсем чылайрах пулсан та авантарах пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин кулленех объектра ĕҫсем епле пурнăҫланса пынине тĕрĕслесе тăма шантарнă.

«Чувашгражданпроект»  АО директор ҫумĕ Владимир Филатов хăйĕн сăмахĕнче, пухăннă хăнасене паркăн проекчĕпе паллаштарнă, тавралăха тирпей-илем кӳртессипе йышăннă эскиз ҫинчен каласа кăтартнă.   

Проект ҫав тери пысăк, ҫавăнпа та ăна пурнăҫа кĕртме темиҫе тапхăрпа ĕҫе тытăнмаллине палăртнă.  Проектпа килĕшӳллĕн, шыв, электричество тата ытти пайсем пĕтĕмпех туллин пурнăҫланмалла.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев проекта кĕртсе хăварман лаптăксем пирки чарăнса тăнă, вĕсене муниципалитетăн хăй ҫине илсе проект хатĕрлемеллине палăртнă, ҫывăх вăхăтра ĕҫлеме пуҫламаллине асăрхаттарнă.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин проекчĕпе килĕшӳллĕн, хула пурнăҫне хăтлăрах тăвас тесе федераци хыснинчен регионсене пулăшу уйăрнине каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Эпир кадетсем валли хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан вĕренӳ учрежденийĕ хатĕрлетпĕр. Апла пулсан, тавралăха та тирпей-илем кӳртесси ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла, ĕҫсене комплекслă йĕркелемелле, халăх валли хăтлă условисем тумалла», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Фоторепортаж



18 января 2018
17:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter