Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп ҫар округĕнчи ҫарсен Командующийĕ Александр Лапин генерал-лейтенант йĕркелесе ертсе пынă видеоканашлăва хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в совещании по вопросу соблюдения прав и социальных гарантий в отношении военнослужащих Вооруженных Сил России и членов их семей Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп ҫар округĕнчи ҫарсен Командующийĕ Александр Лапин генерал-лейтенант йĕркелесе ертсе пынă видеоканашлăва хутшăннă.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтăва – РФ субъекчĕсенче Хĕҫпăшаллă Вăйсен ҫар служащийĕсене тата вĕсен ҫемьисене социаллă гарантипе тивĕҫтересси.   

Александр Лапин хăйĕн сăмахĕнче юлашки ҫулсенче РФ Хĕҫпăшаллă Вăйсен ертӳлĕхĕ палăртнă ыйтусене туллин пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе курăмлă ĕҫсем йĕркелесе ирттернине асăннă. Ҫарпа флотăн пĕлтерĕшне ӳстерсе пыма сахал мар тăрăшнине каланă, управленийĕн тытăмне тĕпрен ҫĕнетнине асăннă.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, ҫар служащийĕсемпе тата вĕсен ҫемьисене социаллă гарантипе тивĕҫтерессине ҫирĕплетсе пырасси - приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Ăна пурнăҫа туллин кĕртсе пырас тесе, ҫӳлерех асăннă категорири граждансене финанс, ҫурт-йĕр ыйтăвĕсемпе кулленех тивĕҫтернĕ, сахал мар ыйтăва татса панă. Калăпăр, ҫар служащийĕсен пенсине кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ӳстернĕ. Юлашки 5 ҫул хушшинче 457 пин ҫар служащийĕн хваттер ыйтăвне татса панă.   Медицина пулăшăвĕсемпе те туллин тивĕҫтерсе пыни куҫкĕретех.

Канашлу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ҫар служащийĕсен ачисене ача пахчине вырнаҫтарасси пирки ыйтăва хускатнă, амăшĕсене вара ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтересси те кун йĕркинчех тăнă.  

Ҫар службинчен тухнă граждансене тата вĕсен ҫемьисене ĕҫпе тивĕҫтересси Чăваш Енре ятарласа йышăннă патшалăх программипе килĕшӳллĕн пулса пырать.  Ҫар ретне тăма хатĕрленнĕ  ҫамрăк яшсемпе тата ытти граждансемпе  «Манăн пурнăҫри тĕллевсем» ятлă пĕрлехи информаци кунĕсем регионта тăтăшах иртеҫҫĕ. Вĕсем ĕҫ рынокĕнчи ҫĕнĕ хыпарсемпе паллашаҫҫĕ, пурнăҫра чи кирлĕ профессисем пирки те туххăмрах пĕлеҫҫĕ. Енчен те пĕлӳ шайне ӳстермелле пулсан, ăна та пурнăҫа кĕртни куҫкĕретех. Ҫак ĕҫе мĕнпур шайра ĕҫлекен влаҫ органĕсенчи ятарлă представительсем хутшăнма тăрăшаҫҫĕ, тĕрлĕ сĕнӳсемпе пулăшаҫҫĕ. Регионта вĕсене финанс, медицина тата ытти пулăшусемпе те тивĕҫтерсе пыни куҫкĕретех. Ҫар службисенчен таврăннисем, кану учрежденийĕсене ҫулсерен кайса хăйсен сывлăхне ҫирĕплетсе пыраҫҫĕ.  

 Фоторепортаж



19 января 2018
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter