Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Айăплавпа пурнăҫлакан службин Чăваш Енри управленийĕн (УФСИН) анлă ларăвне хутшăннă

Глава Чувашии принял участие в расширенном заседании коллегии УФСИН России по Чувашской РеспубликеКăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Раҫҫей Федерацийĕн Айăплавпа пурнăҫлакан службин Чăваш Енри управленийĕн (УФСИН) анлă ларăвне хутшăннă.

Мероприятине патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакан ертӳҫĕсем, суд, право хуралĕнче вăй хуракансем, правăна хӳтĕлессипе тимлекен институтсен представителĕсем хутшăннă.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Раҫҫей УФСИН Чăваш Енри управленийĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе унăн ертӳҫи Александр Робота полковник тĕплĕн паллаштарнă.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2017-мĕш ҫулта служба умне лартнă мĕнпур ыйтусене туллин тивĕҫтернине асăннă.  

Хальхи вăхăтра Раҫҫей УФСИН Чăваш Енри тытăмне пурĕ 11 учреждени кĕрет.

Александр Робота хăйĕн докладĕнче, пĕлтĕрхи ҫул Шупашкарта 500 ҫынна вырнаҫтармаллăх следстви изоляторне хута яма тытăннине палăртнă, кăҫал объект пурнăҫа кĕрессине пĕлтернĕ.

Ведомство ертӳҫи 2017-мĕш ҫулта регионта лару-тăру йĕркеллĕ пулнине пĕлтернĕ, чрезвычайлă пулăмсем пачах та пулманнине каланă. Йĕрке пур ҫĕрте те хуҫаланнине палăртнă.  

Производство ĕҫĕсем пирки те кăштах чарăнса тăнă, 2017-мĕш ҫулта Раҫҫей УФСИН Чăваш Енри службин ертӳҫи палăртнă тăрăх, пĕтĕмпе 914 млн тавар тирпейлесе кăларнине асăннă.   

Александр Робота Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫленĕшĕн, таварсене вырнаҫтарма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ведомство ĕҫне пысăка хурса хакланă. Кăҫал та служба палăртнă тĕллевсене кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пырассине шанса каланă. Регионта обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пырассине те палăртнă.

Сăмаха май, Управленийĕн экономика тĕлĕшĕнчен ĕҫсем йĕркеллĕ пулса пынине асăннă регион Ертӳҫи. «Паянхи рынокра суту-илӳ пайĕнче ҫăмăлах мар пулин те, ведомство каялла чакманни сисĕнет, производство калăпăшĕ ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар, тавар тĕсĕсем те анлăлансах пыраҫҫĕ, пахалăх шайĕ те пысăк, вĕсене вырнаҫтарса пырассипе те тухăҫлă ĕҫлесе пыратăр», - тенĕ вăл.

Регион Пуҫлăхĕ айăпланнă ҫынсем, ҫак уйрăмсенчен тухсан, малалла та ĕҫе вырнаҫса халăхшăн усăллă ĕҫсем тума вĕренччĕр тенĕ, вĕсен шухăш-кăмăлне тĕпрен ырă енне улăштарассишĕн ҫине тăрса пурин те тăрăшмаллине палăртнă,  пурнăҫăн ырă енĕсене курма вĕрентмеллине каланă.

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем ҫула ҫитмен ачасем йĕрке пăсассинчен сыхă тăмаллине, кулленех профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе пымаллине асăрхаттарнă.

Канашлу ĕҫĕ вĕҫленнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей УФСИН Чăваш Енри ведомствинче тăрăшакансене ăнăҫусем суннă, яваплă ĕҫре тимлĕхе тытма,  регионта  лӑпкӑлӑхпа тӑнӑҫлӑха сыхласа хăварассипе, саккунлӑхпа право йӗркине ҫирӗппӗн тытса пыма сĕннĕ.  

Фоторепортаж



19 января 2018
15:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter