Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей тата Чăваш пичечӗн кунӗсене халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в торжественном мероприятии, посвященном Дню российской печати и Дню чувашской печати Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей тата Чăваш пичечӗн кунӗсене халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă.

Паллă уява регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче социаллă ыйтусемпе ĕҫлекен Комитет председателĕ Вячеслав Рафинов, Шупашкар хулин пуҫлăхĕ  Евгений Кадышев, Чăваш Енри журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Валерий Комиссаров тата ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пичет пайĕнче тăрăшакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Халăх патне чăн-чăн хыпарсене вăхăтра тата тивĕҫлĕ шайра илсе ҫитернине асăннă.  Кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва та тĕрĕс ҫынсене ăнлантарса пама тăрăшнине, пĕр сăмахпа каласан, ĕҫе тухăҫлă йĕркелесе пынине палăртнă. «Ҫитĕнӳсем пирки  тĕрĕс хыпарсене халăх патне илсе ҫитерессишĕн тăрăшатăр. Куншăн уйрăм хисепе эсир тивĕҫ.  Регионта пулса иртекен пулăмсем ҫинчен мĕнпур хыпарсене туллин ҫутатса пама пĕлетĕр.  Республикăра социаллă пурнăҫпа экономика лару-тăрăвĕ кирлĕ пек шайра йĕркеленсе пытăр тесе те вăй хурса ĕҫлетĕр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Патшалăх влаҫ органĕсенче тата МИХсенче тимлекенсен пĕр пек тĕллевсем тесен те йăнăш мар, Чăваш Ен аталанăвĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлесси тенĕ вăл сăмаха тăсса.

   Хыпарсене паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тĕрлĕ платформăсенче вырнаҫтарма пĕлни те хăйне евĕр пысăк ҫитĕнӳ.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсене ытларах хăйсен  материалĕсенче ĕҫлекен ҫынсем пирки ҫырса пĕлтерме, тĕрлĕ професси шайĕнче тимлесе пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене ырласа мухтамаллине, вĕсем пирки халăха ҫырса  пĕлтермеллине каланă.  Республикăри çынсене çӗршыв пурнăçӗнчи тата тӗнчери пысăк пулăмсемпе, обществăшăн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вăхăтра паллаштарнине те уйрăммăн каласа хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Социаллă çивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшпе те сирӗн ӗçӗн хакӗ пысăк тенĕ вăл. «Эсир яланах малти ретре, çитӗнӳсемпе çӗнтерӳсем, улшăнусемпе паллă ӗçсем çинчен каласа кăтартатăр, вӗсене хак паратăр. Ку питӗ кăткăс тата яваплă ӗç, çапах ăна эсир пысăк шайра тата тивӗçлӗ пурнăçласа пыратăр. Пӗтӗм чунтан сире çирӗп сывлăх, ырлăх, хавхалану, ӗçре ăнăçу, профессире пысăк çитӗнӳ тума, ҫемьере килĕшӳпе ăнланулăх сунатăп», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн докладĕнче пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, уйрăм ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă.

2017-мĕш ҫулта «Советская Чувашия» тата «Улатăр хыпарĕсем» хаҫатсем юбилей тунă, унсăр пуҫне регионта тухса тăракан ытти уйрăм хаҫатсем те хăйсен 85 ҫул тултарнине анлăн йĕркелесе ирттернĕ.

Чăваш Республикинчи МИХсенче тăрăшакан 10 организаци 2017-мĕш ҫулăн прессăсен ылттăн фондне кĕнĕ, кăҫал вара ҫак кăтарту 9-ра ҫитнĕ. 

«Ҫав тери паха, ахальтен мар пӗлтӗр республикăри кăларăмсенчен чылайăшӗ Пӗтӗм Раççей конкурсӗсенче çӗнтерӳçӗсемпе лауреатсем пулса тăчӗç», - тенĕ Александр Иванов.

Палăртса хăвармалла, наци кĕнекисене калăплас ыйту та кун йĕркинче, ку енĕпе сахал мар ĕҫ пурнăҫланă. 2017-мĕш ҫулта Чăваш кĕнеке издательстви 101 тĕрлĕ кĕнеке ăсталаса халăх патне илсе ҫитернĕ, вĕсемпе ҫынсем питĕ кăмăллă пулни те куҫкĕретех. Ача-пăча кĕнекисене калăплани, вĕсене шăпăрлансем валли кăсăклă ҫырни те ҫав тери савăнтарать.

Чăваш Ен «НТРК» пысăк ӳсĕмĕсем пурсăмăра та хавхалантараҫҫĕ, паянхи пурнăҫ таппинче вĕсен кăларăмĕсене итлемен тата курман ҫын ҫук тесен те йăнăш мар. Халăх вĕсемпе чăнласах та мăнаҫланать.

Чăваш Енри «ГТРК» ҫитĕнĕвĕсем те куҫкĕретех. Вĕсем те республика хыпарĕсене халăх патне вăхăтра илсе ҫитерессишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.

«Республикăри мĕнпур журналистсене хыпарсене вăхăтра тата професси шайĕнче ҫӳллĕ шайра ҫутатса панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем калатăп. Чи пахи Раҫҫейра, регионта пулса иртекен пулăмсене МИХсенче тăрăшакансем хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ, мероприятисем пирки хыпарсене ҫав тери кăсăклă калăпласа халăх патне илсе ҫитерессишĕн ҫине тăрса ĕҫлеҫҫĕ», - тенĕ министр сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.

Яланхиллех пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем патшалăх наградисене тивĕҫнĕ, вĕсене ертӳҫĕсем савăнăҫлă лару-тăрура парса чысланă.

Фоторепортаж



19 января 2018
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter