«Таварсемпе пулăшу хакĕсене сăлтавсăр пысăклатма юрамасть», - тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. 2017-мĕш ҫулхи инфляци пĕтĕмлетĕвĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене сăлтавсăр хăпартса ярассинчен ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илесси кун йĕркинче тăнă.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта пĕлтĕрхи ҫул инфляци шайĕ  ытти регионсемпе танлаштарсан ҫав тери пĕчĕк пулнине каланă, унăн кăтартăвĕ - 1,4 процент тесе пĕлтернĕ.  Таварсен хакне сăлтавсăр пысăклатма юраманнине асăрхаттарнă, пулăшу хакĕсен те ӳссе пыма юраманнине асăннă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче 2017-мĕш ҫулта инфляци шайĕ Раҫҫейри вăтам кăтартуран чылай пĕчĕк пулнине ҫирĕплетнĕ.

Тавар тата пулăшу хакĕсен кăтартăвĕпе Атăлҫи федераци тăрăхĕнче пирĕн республика 3-мĕш вырăнта тăрать. Чи пĕчĕкки – Мордовире, чи пысăкки Чулхула тăрăхĕнче.

«Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем те пĕчĕк пулни куҫкĕретех. Пĕлтĕр чылай таварсен хакĕ пĕр улшăнми упранса юлнă», - тесе каланă Владимир Аврелькин.  

Ял хуҫалăх таварĕсене сутма регионта пĕлтĕрхи ҫул ятарлă вырăнсен шутне 12 единица пысăклатнă, вĕсенче пурĕ 6,8 пин тонна пахча-ҫимĕҫ, улма-ҫырла таварне халăх патне илсе ҫитернĕ.

Палăртма кăмăллă, Шупашкарта пĕлтĕрхи ҫул Чăваш Ен фермер хуҫалăхĕсем хăйсен паха, экологи тĕлĕшĕнчен таса таварĕсене ҫынсене сутнă. «Эко-ферма» таварĕсем вăй илсе пыни те куҫкĕретех.  

Шупашкарта тата Ҫĕнĕ Шупашкарта пурĕ 13 молокомат вырнаҫтарнă, халăх вĕсемпе кăмăллă пулни савăнтарать.

Ҫулталăк тăршшĕнче пурĕ федераци шайĕнчи суту-илӳ предприятийĕсемпе Чăваш Енри  организацисем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли 25 ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн Ҫырăвĕнче  2018-мĕш ҫулта хаксем ӳссе каяссинчен комплекслă ĕҫсем йĕркелесе пымалли пирки асăнса хăварнине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Владимир Аврелькин. Уйрăмах хаксене ҫуркуннепе кĕркуннехи тапхăрсенче тĕрĕслеве илессине палăртнă. Ӳсен-тăран акса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕсене ӳстерсе пыма, кăтартăва 2018-мĕш ҫулта 560 пин га ҫитерме тĕллев лартнине асăннă министр, 2017-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 6 пин га пысăк пулни сисĕнет тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Палăртса хунă тăрăх, 2018-мĕш ҫулта инфляци 2,5 процента ҫитме пултарассине каланă вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хаксем пысăк пулманни – патшалăх пулăшу панине кура тесе сăлтавланă, пурĕ региона патшалăх 2,4 млрд тенкĕ тивĕҫтернине асăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра сĕт сутакансем хаксене пысăклатнăшăн пăшăрханса каланă.  Енчен те ҫак ыйту вырăнтан тапранмасан, Чăваш Республикин Экономика министерствипе Ял-хуҫалăх министерствин ҫивĕч тĕрĕслеве илмеллине асăрхаттарнă, сăлтавсăр хаксене ӳстерме юрамасть тенĕ вăл.    Сăмаха май, регионта сĕтĕн пахалăх шайĕ пысăк. Мĕнпур таварсенчен 50 проценчĕ пысăк пахалăх шайĕпе вырнаҫăннине пĕлтернĕ.  Ҫулерех асăннă ыйтусене Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службине те тĕрĕслеве илме хушнă. 



22 января 2018
14:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter