Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнчи Раҫҫей Федерацийĕн ФСО ятарлă ҫыхăну тата информаци Управленийĕн пуҫлăхĕпе Ринат Гильмутдиновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с начальником Управления специальной связи и информации ФСО России в ПФО Ринатом ГильмутдиновымКăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнчи  Раҫҫей Федерацийĕн ФСО ятарлă ҫыхăну тата информаци Управленийĕн пуҫлăхĕпе Ринат Гильмутдиновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем пĕр пухăннă пек чухне регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика лару-тăрăвне тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансене кăсăклантаракан ыйтусене тухăҫлă татса пама витĕм кӳнĕшĕн ертӳҫĕне тав тунă, пĕр-пĕринпе ăнланса ĕҫлесе пынăшăн ырланă.  

Ринат Гильмутдинов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине палăртнă. «Эсир тăван халăхăршăн тăрăшакан чăн-чăн патриот пулнине пĕрре ҫеҫ мар курса ĕненетĕп.  Республикăра пулса иртекен пулăмсене,  кирек-епле ĕҫе те пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех», - тенĕ сумлă хăна. 

Фоторепортаж



22 января 2018
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter