"Чи пахи, эсир обществăлла пуҫаруллă ĕҫсене витĕм кӳме тăрăшни, тĕрлĕ халăх ҫыннисем пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса пурăнни", - тенĕ граждансен обществипе ҫынсен прависене аталантарассипе ĕҫлекен Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи Канаш пайташĕ, ҫынсен прависемпе ĕҫлекен Мускаври бюровĕн директорĕ Александр Брод

Директор Московского бюро по правам человека, член Совета при Президенте Российской Федерации по развитию гражданского общества и правам человека Александр Брод: «В Чувашии грамотно подходят к межнациональной тематике, профилактике экстремизма»Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев граждансен обществипе ҫынсен прависене аталантарассипе ĕҫлекен Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи Канаш пайташĕпе, ҫынсен прависемпе ĕҫлекен Мускаври бюровĕн директорĕпе Александр Бродпа тĕлпулу ирттернĕ.

Михаил Игнатьев сумлă хăнана Чăваш Республикине килсе ҫитнĕшĕн ырланă. Сăмаха май, республикăра влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе граждансен обществисен институчĕсемпе, обществăлла организацисем хушшинче тачă ҫыхăну пуррине асăннă, вĕсем пĕр-пĕринпе тухҫлă ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ.

Александр Брод хăйĕн сăмахĕнче регионта обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса панине асăннă.  «Чи пахи, Эсир обществăлла пуҫаруллă ĕҫсене витĕм кӳме тăрăшни, вĕсене яланах ырлани.  Палăртма кăмăллă, регионта Туслăх керменĕ ҫĕкленсе ларни. Тĕрлĕ халăх ҫыннисем пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса пурăнни те куҫкĕретех. Пирĕншĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, республикăра наци ыйтăвĕсем ҫине тимлĕх уйăрни», - тенĕ сумлă хăна.  

Пĕр килнĕ пек чухне, Александр Брод Раҫҫей Президентне сасăласси пирки суйлав компанийĕн ĕҫĕ епле пынипе кăсăкланассине те пĕлтернĕ. Асăнса хăваратпăр, суйлав кăҫал пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртет.  Чăваш Енри Общество палатин пайташĕсемпе те тĕл пулма плана кĕртнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ытти институтсен ĕҫĕпе те паллашма хатĕррине, Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн ĕҫĕпе те кăсăкланма кăмăл пуррине пĕлтернĕ. «Пирĕн тĕллев – суйлав вăхăтĕнче саккунсене пăхăнса ĕҫлесси», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ сумлă хăна.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ регионта Тĕп суйлав комиссийĕпе тухăҫлă ĕҫлесе пынине, кирек-епле ыйтăва та саккунсемпе килĕшӳллĕн татса панине палăртнă. Суйлава яваплăха туйса таса чунпа, саккунсене пăхăнса халăх ҫӳренине асăннă.

«Кирлĕ пек мĕнпур мерăсене йышăннă.  Суйлав комиссийĕсене ĕҫлеме пĕр пек условисем йĕркелесе тăратнă. Ĕҫсем планпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ», - тенĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



22 января 2018
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter