«Тимлĕх тени малти вырăна тухса тăмалла. Ашшĕ-амăшĕсен, шкул директорĕсен, должноҫри мĕнпур ҫынсен самантлăха та ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть», - тесе ҫирĕппĕн каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Иртнĕ эрнере пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче Пермь тата Улан-Удэра пулса иртнĕ пăтăрмахсем - шкулсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелли пирки асăрхаттараҫҫĕ.  Кун пирки пурин те сыхă тăмаллине чĕнсе каланă Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ паянхи ĕҫлĕ канашлура  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Тимлĕх тени малти вырăна тухса тăмалла. Ашшĕ-амăшĕсен, шкул директорĕсен, должноҫри мĕнпур ҫынсен самантлăха та ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть», - тесе ҫирĕппĕн каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ҫитĕнекен ҫула ҫитмен ачасене Интернет ăнлавĕсенчен асăрхамаллине, вĕсен ăс-хакăлне чăрмав кӳрекен хыпарсенчен пăрма тăрăшмаллине асăрхаттарнă.   Республикăри шкулсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе, кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствипе пĕрле оперативлă канашлу йĕркеленине аса илнĕ, ҫак ĕҫе прокуратура, Наци гвардийĕн членĕсем те хутшăннине палăртнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче регионти вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳҫисемпе асăннă ыйтупа ятарлă мероприятисем пулассине палăртнă.  Шкулсенче ытларах та ытларах видеосăнавсем вырнаҫтармаллине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Хула тата район администрацийĕсен пуҫлăхĕсене, Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине хушма мерăсене йышăнма чĕнсе калатăп. Мĕнпур педагогсен, шкулта вăй хуракансен пурин те хăрушсăрлăх темипе кирек-епле ыйтăва та татса пама пĕлмелле, тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юрамасть», - тесе ҫирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, шкулсенче хăрушсăрлăх теми – РФ Правительствин Председателĕн Ҫумĕ  Ольга Голодец,  нумаях пулмасть йĕркелесе ертсе пынă видеоканашлура та тĕп вырăн йышăннине палăртнă.  

Нумай чухне шкулсенче пулса иртекен пăтăрмахсем пирки хыпарсене ятарлă службăсене илсе ҫитерменни сисĕнет.  Тен ҫавăнпа та йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту ҫине тимлĕх уйăрманни, ачасен кăмăл-туйăм сипетне ырă енне куҫарса яма май килменни те куҫкĕретех. Ăна пула право хуралĕнче тăрăшакансем те хирĕҫӳсене пăрса ярассипе вăхăтра мерăсем йышăнса пыманни курăнать. Сăлтавĕ шăпах та паллă, йывăрлăхсем пирки пĕлтерсе тăманни.  «Кун пек пачах та тума юрамасть. Ачасен тата педагогсен пурнăҫĕ яланах малти вырăна тухса тăмалла, ҫак ăнлавсем кирек-епле рейтингран та хаклăрах, ҫакна лайăх ăнланмалла», - тенĕ  Юрий Васильев.  

Ашшĕ-амăшĕсен пĕрлешĕвĕсемпе кулленех тачă ҫыхăнура тăмаллине, ăнлантару ĕҫĕсене те йĕркелесе пымаллине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Паянхи канашлăва пухăннисем тăлăх ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсен хӳтĕсĕр тăрса юлнисемпе профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттернин ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, ку ыйтупа районсемпе хуласенче лару-тăру епле пулнипе паллашнă.

Ҫулсерен регионта ашшĕ-амăшĕсен хӳттисĕр тăрса юлнисен шучĕ сахалланса пынине пĕлтернĕ Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сергей Кудряшов.   Кăтарту пĕлтĕрхичен 4,8 процент чухлĕ пĕчĕкленнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

2017-мĕш ҫулта  295 тăлăх ачана шута илнĕ.  Кăтарту 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 21,3 процент сахалрах, вĕсенчен 255-шне (96,6 процентне) ҫемьесене вырнаҫтарма май килнине палăртнă ертӳҫĕ тата 8-шне тăван ашшĕ-амăшне каялла тавăрса пама май килнине ырă хыпара каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. 2018-мĕш ҫулăн кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне учета пурĕ 124 тăлăх ачана шута илнĕ, вĕсенчен 75,8 проценчĕ 10 ҫултан иртнисем, 63,7 проценчĕ сусăр ачасем. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту пирки те чарăнса тăнă Сергей Кудряшов. Опекунсем ачасене каялла тавăрса пани пăшăрхантарать тенĕ вăл, ку енĕпе 47 тĕслĕхе шута илнине пĕлтернĕ.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев пĕчĕк пепкесем пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пирки те пăшăрханса каланă. Ашшĕ-амăшĕн айăпне пула, ачасем кун ҫутинчен уйрăлаҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Паянхи пурнăҫ таппинче, йывăр ҫемьесене тĕрĕслеве илмеллине, вĕсемпе ытларах ырă мероприятисем йĕркелесе ирттермеллине чĕнсе каланă.



22 января 2018
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter