Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Аслă Суда 95 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Аслă Суда 95 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă.

Судра ĕҫлекенсене, ҫак ĕҫре тăрăшса тивĕҫлĕ канăва тухнă сумлă ветерансене республика Пуҫлăхĕ саламланă, регионта пурăнакансен ырлăхĕшĕн ырми-канми вăй хурса тухăҫлă ĕҫленĕшĕн тав тунă. Кирек-епле тапхăрта та Аслă Судра тимлекенсем хăйсене тивĕҫлĕ кăтартса пама пĕлнине, Чăваш Енри халăхăн ыйтăвĕсене тĕрĕс йышăнусем туса татса панине уйрăммăн асăнса хăварнă республика Пуҫлăхĕ, вĕсен ĕҫ-хĕлĕнче чăнлăхпа тĕрĕслĕх тата саккунсене пăхăнса ĕҫлени куҫкĕретех тенĕ. «Ҫак ҫулсем хушшинче Чăваш Республикинчи Аслă Суд тĕлĕнмелле пысăк та пуян опыт пухнă. Профессионалсен обществинче пысăк авторитета ҫĕнсе илме пултарчĕ. Саккунсен йĕркине тивĕҫлĕ шайра тытса пыни ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Паянхи пурнăҫ таппинче Чăваш Республикинчи Аслă Суд реформа текен ăнлава анлăн пурнăҫа кĕрте пырать.  Судра ĕҫлекенсен пахалăх шайĕ хăпарса пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.  

Республика Пуҫлăхĕ судсен корпусĕнче ĕҫлекенсене малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.  

Чăваш Республикинчи Аслă Сучĕн Председателĕ Анатолий Петров хăйсен ĕҫтешĕсене тухăҫлă ĕҫлесе хисепе тивĕҫнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Хисеплĕ канăва тухнă ветерансене уйрăмăн палăртса хăварнă. Паянхи пурнăҫ таппинче ăста специалистсем хăйсен паха ĕҫ опытне ҫитĕнекен ăрăва вĕренсе пынине асăннă.

Чăваш Республикин Аслă Сучĕ Председателĕ пулса ĕҫленĕ Николай Порфирьев хăйĕн сăмахĕнче, чăнласах та ҫак 95 ҫул хушшинче палăртнă ведомство паха ĕҫ опычĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнине каланă,    Аслă Судра ĕҫлекенсем пысăк профессионалсем тенĕ. Темĕнле йывăр ыйтăва та, професси пĕлĕвĕ пысăк пулнине кура, судра ĕҫлекенсем яланах тивĕҫлĕ татса панине асăннă. Ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсемпе ĕҫлесе пырассине ĕненетĕп тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Прокурорĕ Василий Пословский мероприятине пухăннисене саламланă май, РФ Генеральнăй прокурорĕн Ҫумĕн Сергей Зайцевăн саламне вуласа панă. Кулленех Аслă Судра ĕҫлекенсем хăйсен тивĕҫĕсене кирлĕ пек пысăк шайра пурнăҫласа пынине палăртнă.  Саккунсене тĕпрен пăхăнса пыни, патшалăхăн тата судра ĕҫлекенсен авторитетне ӳстерме витĕм кӳнине палăртнă Василий Пословский.

Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин торжествăлла пулăма пуҫтарăннисене саламланă май, чăнласах та ҫак тытăмра вăй хуракансем пысăк профессионалсем тесе хакланă. Кунта тăрăшакансен пуян опыт пуррине ҫирĕплетнĕ. «Сирĕн ăсталăхăра, пуян професси пĕлĕвне пула, халăхăн правине упраса сыхласа хăварни куҫкĕретех», - тенĕ вăл.

Ҫак кун савăнăҫлă лару-тăрăва пухăннисене саламлама ытти официаллă ҫынсем те пуҫтарăннă, вĕсенчен кашни ĕҫри пысăк ăсталăх тата служба тивĕҫне чунтан парăнса ĕҫлени Чăваш Енре пурăнакансене яланах ырлăх кӳрсе тăрассине, пур тытăмри влаҫри ҫынсемпе пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлени тĕрĕслĕхпе саккунлăх тата право йĕркин принципĕсене шанчăклăн хӳтĕлес ĕҫĕн никĕсĕ пулса тăрассине шанса каланă.

Торжествăлла пайра, хисепе тивĕҫнисене, ҫак кун патшалăх наградисене парса чысланă.  

Фоторепортаж



22 января 2018
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter