Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – автомашина ҫулĕсене хĕллехи тапхăрта тасатса тăрасси

Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – автомашина ҫулĕсене хĕллехи тапхăрта тасатса тăрасси.

Ҫулсем ҫинче пăтăрмахсем сиксе ан тухччăр тесен, автомашина ҫулĕсене юртан вăхăтра тасатмаллине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ҫутҫанталăк лăпкă тăманнине кура, ҫул-йĕр ыйтăвне ҫивĕч тĕрĕслеве илме хушнă, коммуналлă службăра тимлекенсен кулленех хатĕр тăмаллине асăрхаттарнă.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ  Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче кăрлач уйăхĕн 21–22-мĕш кунĕсенче пĕтĕмпе регионти ҫулсем ҫинче 218 единица техника ĕҫленине пĕлтернĕ.  Нимĕнле чăрмавсем те сиксе тухманнине асăннă. Кăҫал лару-тăру уйрăмах аван тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Ҫанталăк сивĕ тăманнине, пăтăрмахсем те сиксе тухманнине палăртнă.

Республика пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсем 1540,6 ҫухрăм тăсăлаҫҫĕ.  Вĕсене «Чувашупрдор»  КУ тĕрĕслесе тăрать, пурĕ 5 подрядлă организаци ҫулсене тасатать.  Хăш-пĕр автомашина ҫулĕсем ҫинче чăрмавсем сиксе тухнине кура, халăх кăмăлсăрланни сисĕнет, ăна кура Етĕрнере, Хĕрлĕ Чутайĕнче, Элĕкре «Мезон» ТМЯОпа контракта пăрахăҫланине пĕлтернĕ.  Ҫĕнĕ подрядчик кăҫал пуш уйăхĕнче пулассине асăннă министр сăмаха малалла тăснă май.   

2017-мĕш ҫулта Чăваш Енре пĕтĕмпе ҫулсем ҫинче 440 инкек пулнă тĕслĕхе шута илнĕ, кăтарту пур-пĕрех  пĕчĕк пулсан та, шухăшлаттарать.

Чăваш Енри ШĔМ ГИБДД Управленийĕн пуҫлăхĕ Владимир Романов ҫулсем ҫинче ҫав-ҫавах лару-тăру ҫăмăлах маррине пĕлтернĕ. Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа тăватă ҫын вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнине асăннă.  Уйрăмах вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсем ҫинче инкексем тухни, шкул автобусĕсем пăтăрмахсене лекни шухăша ярать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май, ҫулсем пăрлаклă, пурне те асăрхануллă пулма ыйтнă. «Патшалăх автоинспекцийĕн ĕҫченĕсемпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансем хăйсен умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫлани сисĕнет, усал ҫанталăка парăнтарса, ҫулсем ҫинче чăрмавсене сирсе ярассипе ҫине тăрсах ĕҫлерĕҫ», – тенĕ Владимир Романов сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.  

Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков тата Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова муниципалитетсенчи ҫулсем ҫинче лару-тăру епле пулнипе паллаштарнă.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсем хушшинче юрсене вăхăтра тасатса тăма хĕн тенĕ, автомашинăсем нумай чухне чăрмав кӳнине асăрхаттарнă. Михаил Игнатьев халăха ыйтăва лайăх ăнлантармаллине чĕнсе каланă.  

Паянхи канашлура регион Пуҫлăхĕ федерацин адреслă инвестициллĕ программипе килĕшӳллĕн, 2018–2019-мĕш ҫулсенче  Ҫĕрпӳри Аслă Ҫавал кĕперĕ реконструкци ĕҫне кăҫал 2018-мĕш ҫулта вĕҫлемеллине асăннă. Объект  регионшăн социаллă экономика енчен  пысăк пĕлтерĕшлĕ, ҫавна пула та ăна вăхăтра хута ярассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлеме тивет тенĕ Михаил Игнатьев ыйтăва уҫăмлатса.  Ку хутĕнче транспортсем ҫинче халăх карттăсемпе усă курнипе курманни пирки ыйту ҫинчен те чарăнса тăнă.  Ялсенче ытларах халăх транспортпа усă курнăшăн укҫан тӳлени сисĕнет тенĕ вăл сăмаха тăсса, кăтарту 50 процент тесе пĕлтернĕ. Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Халăхăн интересĕсене хӳтĕлесси – патшалăх приоритечĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе, кун пирки Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырура та асăнса хăварнине тепĕр хут каланă. 



22 января 2018
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter