Викторина çĕнтерÿçисем паллă

"Тăван Атăл" журнал чăваш патшалăх академи драма театрĕпе пĕрле театр 100 çул тултарнине халалласа ирттернĕ викторинăна пĕтĕмлетрĕ.

Конкурса хутшăнакансен драмтеатрăн историйĕпе, тĕрлĕ тапхăрĕпе çыхăннă пурĕ 11 ыйту çине хурав памалла пулчĕ. Ыйтăвĕсем çăмăлах пулмарĕç пулин те, журнал редакцине пурĕ 100 ытла хурав килчĕ.

Театр ĕçченĕсенчен тата "Тăван Атăл" журнал редакторĕсенчен тăракан жюри пайташĕсем чи тулли те анлă хуравсене суйласа илсе çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Пĕрремĕш вырăна - Йĕпреç районĕнчи Андреевка ялĕнчи Ольга Агеева, иккĕмĕшне - Муркаш районĕнчи Автанкасси ялĕнчи Наталия Романова тухрĕç. Сумлă тÿресем виççĕмĕш вырăна Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте пурăнакан Елена Иванова, Алла Краснова тата Светлана Никитинăна пачĕç. Викторина çĕнтерÿçисене чăваш патшалăх драмтеатрĕн спектаклĕсене çÿреме абонемент тата "Тăван Атăл" журнала çырăнтарса парĕç.

 

Лидия Филиппова, Зоя Яковлева.

 



22 января 2018
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter