«Радужнăй» микрорайонта ҫĕнĕ медицина центрне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă

Михаил Игнатьев принял участие в открытии медицинского центра в микрорайоне «Радужный» города Чебоксары Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Радужнăй» микрорайонта ҫĕнĕ медицина центрне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Центрăн лицензипе килĕшӳллĕн, аслисене те ачасене те йышăнма ирĕк пур.  Чирлисене, унта сипленме пыракансене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси паллă.  Клиникăра пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене вырнаҫтарнă. Медицина учрежденийĕ халăха тӳлевлĕ майпа кăна мар йышăнма тĕллев лартнă, вăл патшалăх программисене хутшăнса ҫынсене тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерме те плана кĕртнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятине пухăннисене саламланă май, «Радужнăй» микрорайонта пурăнакансем валли ҫак учреждени пысăк пулăшу кӳрессине асăннă. Сиплев учрежденийĕнче медицина ĕҫченĕсем ҫителĕклĕ,  амбулаторно-поликлиника пулăшăвĕпе те тивĕҫтерме условисем пуррине ҫирĕплетнĕ ертӳҫĕсем.

Республика Правительстви халăх пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе усă куртăр тесе сахал мар тăрăшнине асăннă регион Пуҫлăхĕ.  Республика ертӳлĕхĕ халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ пысăк пултăр тесе те чылай вăй хунине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Ҫакăн йышши ыйтусене пурнăҫа кĕртме пирĕн ума Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин  тĕллевсем лартать. Эпир вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, пĕлтĕр ҫак районта ҫĕнĕ ача сачĕ хута кайнине те аса илнĕ.  Харăсах вăл учрежденине 120 ача ҫӳреме пултарать.  Планпа килĕшӳллĕн, пуласлăхра ҫак районта тата тепĕр ача пахчи ҫĕклесе лартма тĕллев лартнă тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, шкул хăпартасси те кун йĕркинчех тăнине пĕлтернĕ.

Медицина пулăшăвĕсемпе халăх вăхăтра тĕллевлĕн усă курни - демографи лару-тăрăвне те ырă енне улăштарма витĕм кӳрессине асăннă вăл. Юлашки ҫулсенче ҫĕр ҫултан иртсе пурăнакансен йышĕ икĕ хут та ӳсни куҫкĕретех.  Вĕсем халлĕхе региона 99 ҫын шутланса тăраҫҫĕ. Нумай ачаллă ҫемьесен шучĕ те ӳссе пырать, кăтарту 43 процент хăпарнă. Халăх ыранхи куна шанать, пурнăҫ условийĕн шайĕпе килĕшни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ҫакнах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев та ҫирĕплетсех каланă.

Хальхи вăхăтра «Родужнăй» микрорайонта пĕтĕмпе 5 пине яхăн ҫын пурăнать, вăл шутран 1200 ачана шута илнĕ.   

 «Отделфинстрой»  ТМЯО директорĕ Александр Черкунов микрорайона паянхи куна плана кĕртсе хăварнинчен ҫуррине кăна хута янине, пуласлăхра тата та пысăк ҫуртсем кашласа ларассине пĕлтернĕ.  Ҫĕнĕ медицина центрĕ кунта пурăнакансене тата та хăтлăрах пурăнма услови йĕркелесе тăратнине асăннă.

Медицина центрĕн тĕп врачĕ Надежда Журавлева хăйĕн сăмахĕнче ҫак ҫурта харăсах пĕр сменăпа 500 ҫынна йышăнма май пуррине каланă.

Паянхи торжествăлла пулăма Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков, Чăваш Енри обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн директорĕ Вячеслав Александров хутшăннă.

Пухăннă официаллă ҫынсем ҫуртăн ăш-чиккипе паллашнă, медицина хатĕрĕсене курса тухнă, лаборатори уйрăмĕпе кăсăкланнă, врач-специалистсемпе канашланă.

Регион Пуҫлăхĕ медицина центрĕнче чăнласах та медицинăри пысăк технологиллĕ хатĕрсем пулнине курса ĕненнĕ, аслă ҫулсенчисем валли те сахал мар условисем пуррине каланă.  Медицина ĕҫченĕсене малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хăват, сывлăх суннă регион Ертӳҫи.   

Фоторепортаж



23 января 2018
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter