Паян Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту – Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫыру.

Палăртнă информаци ушкăнĕсем регионти районсемпе хуласене ҫитсе килĕҫ, аякра вырнаҫнă ял тăрăхĕсенчи халăхпа тĕл пулĕҫ, предприятисемпе организацисенче ĕҫ ушкăнĕсемпе курнăҫĕҫ, ҫынсене кăсăклантаракан актуаллă ыйтусем ҫине хуравланă.

Ҫак кун информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те  йышăннă.  

 



23 января 2018
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter