Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетнĕ

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.

Палăртнă информаци ушкăнĕсем республикăри районсемпе хуласене ҫитсе килнĕ, аякра вырнаҫнă ял тăрăхĕсенче халăхпа тĕл пулнă, ĕҫ ушкăнĕсенче ҫынсемпе канашланă.

 Кун йĕркинчи тĕп ыйту Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫыру.   Пĕрлехи информаци кунĕнче ятарлă ушкăнсем пĕтĕмпе 393 тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче пурĕ 13,7 пин ҫын хутшăннă.  

Ҫак кун патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.  Пĕтĕмпе 250 ҫын хăйсене хумхантаракан ыйтусем пирки каласа кăтартнă.  Ҫынсене ытларах паянхи пурнăҫ таппинче ял пурнăҫĕ кăсăклантарать, уйрăмах сĕт хакĕ пĕчĕкленни пăшăрхантарать.  Медицина пулăшăвĕ, автомашина ҫулĕсем тата ытти хăш-пĕр ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă.  Мĕнпур ыйтăва ертӳҫĕсем туллин хуравсем пама тăрăшнă, хăшĕ-пĕрисене тĕрĕслеве илнĕ.    



23 января 2018
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter