«Ҫул-йĕрсене сарассипе, реконструкцилессипе тата тĕпрен юсассипе йышăннă конкурссенче яваплăха туйса ĕҫлекеннисен ҫĕнтермелле», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Глава Чувашии Михаил Игнатьев: «Конкурсы на строительство, реконструкцию и содержание дорог должны выигрывать добросовестные подрядчики»Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫул-йĕр транспорт хуҫалăхĕнче ĕҫлекен ертӳҫĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.

Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче канашлăва уҫнă май, Чăваш Ен Раҫҫей Федерацийĕн Транспорт министерствипе тата Ҫул-йĕр фончĕпе тачă ҫыхăнса тухăҫлă ĕҫлесе пынине палăртнă.

Республика федераци программисене кулленех хутшăннине, автомашина ҫулĕсене реконструкцилессипе федераци хыснинчен те сахал мар пулăшăва тивĕҫнине асăннă.

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци йышăннă программăна Чăваш Республики хапăл тусах хутшăнать. Ку асăннă мероприятине РФ 35 субъекчĕ кĕнĕ. Кунсăр пуҫне республикăра  ял территорийĕсенчи ҫулсене те тирпейлесе сарассипе пăхса хăварнă федераци программине анлăн пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ.

«2017-мĕш ҫулта регионти ҫул-йĕр тытăмне тĕпрен ҫĕнетсе пыма 5,3 млрд уйăрнă. «Ҫулсене сарассипе 2018-мĕш ҫулта укҫа-тенкĕ калăпăшне Ҫул-йĕр фончĕ пĕчĕклетмест, кăтарту 5 млрд кая пулмасси те паллă», - тесе пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Кăҫал кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуҫласа Чăваш Енри федераци шайĕнчи 328 ҫухрăм ҫул   «Федеральное управление автомобильных дорог Волго-Вятского региона Федерального дорожного агентства» управленийĕн тытăмне куҫнă. «Волго-Вятскуправтодор» ФКУ пуҫлăхĕ пулма Илдар Мингазова шаннă.  

Малашне те ҫĕршыв Ертӳҫи лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ҫак службăпа тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕррине каланă республика Пуҫлăхĕ.

2018-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хăрушлăхсăр ҫул-йĕр юхăмĕн Стратегине ҫирĕплетнине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ. 2030-мĕш ҫулсем тĕлне автомашина ҫулĕсем ҫинче инкексенче пачах та ҫынсем вилнĕ тĕслĕхсем пулмалла маррине асăннă.  

 

Илдар Мингазов хăйĕн сăмахĕнче  вырăнти подрядлă организацисемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме хатĕр пулнине асăннă, паллах, енчен те организацисен техника хатĕрĕсем е тата ĕҫлекенсен шучĕсем сахал мар пулсан тенĕ вăл сăмаха тăснă май.

Патшалăх енчен куҫакан пулăшу – подрядчиксем валли гаранти паракан ĕҫ тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ҫакна пурин те лайăх ăнланмалла, конкурсра ĕҫлеме пултараканнисен, яваплăха туйса объектсене пурнăҫлама пĕлекеннисен кăна ҫĕнтермелле. Ҫул-йĕр тытăмĕнче вăраха тăсса ĕҫе юрăхсăра кăларса пурнăҫлама никамăн та ирĕк ҫук. Пĕр-пĕрин хушшинче калаҫса килĕшсе йĕркеленĕ конкурссем пулмалла мар, саккунсене пурин те ҫирĕп пăхăнмалла.

Чăваш Республикин ҫул-йĕр тата транспорт хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче ҫулсене юсамалли ĕҫсен планĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, кăҫалхи ҫул валли лартнă тĕллевсемпе паллаштарнă. Федераци, республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене ҫĕнĕрен сарасси, реконструкцилесси, тĕпрен юсасси кулленех кун йĕркинче тăнине каланă министр.  

Фоторепортаж



23 января 2018
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter