Чăваш Республикин патшалăх программисене ҫĕнĕлĕхсем кĕртессипе ҫыхăннă ĕҫ хучĕсене пăхса тухнă

 Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ паян иртнĕ, ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

«Вĕренĕве аталантарас» Чăваш Республикин патшалăх программине ҫĕнĕлĕхсем кĕртессипе ҫыхăннă ĕҫ хутне пăхса тухнă.  Йышăнăвăн проектне  Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Сергей Кудряшов тăратнă.  Ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн вĕрентӳ пайне хушма укҫа-тенкĕ пуласси паллă, 2018-мĕш ҫулта патшалăх программине пурнăҫа кĕртме 12,3 млрд тенкĕ уйăрса хăварнă. Кунсăр пуҫне вĕренӳ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетессипе ҫĕнĕ мероприяти ĕҫне туса йĕркелеме пăхса тухнă.  Ҫак асăннă проекта кăҫал республикăри 15 учреждени хутшăнма кăмăл тунă. Проект ачасен сывлăхне ҫирĕплетессипе тачă ҫыхăннă.

Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче, кăҫал регионта «Вĕренĕве аталантарас» Чăваш Республикинчи патшалăх программи малалла аталанассине пĕлтернĕ.  Раҫҫейре кăҫалтан пуҫласа «Электронлă шкул» ҫĕнĕ приоритетлă проект вăй илессине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Республикин патшалăх программине регионти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан учрежденийĕсем те кĕресси паллă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра пурăнакансемшĕн ҫĕнĕ шкулсем хута ярас ыйту питĕ актуаллă пулнине пĕлтернĕ. Уйрăмах ҫак ыйту Чăваш Енĕн тĕп хулинче ҫивĕч тăнине асăннă вăл сăмаха тăсса.

Хальхи вăхăтра «Волжский-3» микрорайонта 1100 ача вырнаҫтармаллăх ҫĕнĕ шкул ҫĕкленет.  Ăна 2019-мĕш ҫулта пурнăҫа кĕртме плана кĕртсе хăварнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканĕ каланă тăрăх, кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тепĕр ҫĕнĕ шкул «Ҫĕнĕ  хула» микрорайонта хăпартса лартма пуҫлассине асăннă. Черетпе ҫак ĕҫ малалла «Садовăй» микрорайонта та пуласси куҫкĕретех.  

Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков кăҫалтан пĕрремĕш класа ҫӳрекен ачасем йышланнине асăннă,  ăна пула хулари 20 шкулта ачасене иккĕмĕш сменăпа вĕрентме йышăнассине пĕлтернĕ.

Ертӳҫĕ объектсене вăхăтра пуҫласа графикпа килĕшӳллĕн ĕҫе кĕртсе пыма чĕнсе каланă.

Михаил Игнатьев регионта ачасене хушма пĕлӳ парасси пирки ыйтăва та хускатнă. Кăтартăва ытти ҫулхисенчен чакарма юраманнине, ытларах та ытларах шăпăрлансене вĕренӳ ĕҫне кӳлĕнтерме сĕннĕ. Учрежденисене реорганизаци тăвиччен, халăхпа анлăн сӳтсе явмаллине палăртнă, хыҫҫăн тин кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма каланă.

Паянхи ларăва пухăннисем сывлăх сыхлавне аталантарассипе йышăннă патшалăх программи пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă.  Патшалăх программине пурнăҫа кĕртме 2013-2025-мĕш ҫулсем валли пурĕ 119 млрд 535 млн пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче, регионта шыҫă чирĕсенчен аптраса вилекенсен йышĕ Атăлҫи федераци округĕнчи вăтам кăтартăвĕнчен чылай пĕчĕк пулнине пĕлтернĕ. Пĕтĕмĕшле Раҫҫей шайĕпе пăхас пулсан та ҫитĕнӳсем пуррине ҫирĕплетнĕ министр.  2017-мĕш ҫулта пуҫласа юлашки 5 ҫул хушшинче тишкерӳ тунă тăрăх, рак чирĕсенчен вилнисен шучĕ 8 процента ҫити чакнине пĕлтернĕ. Апла пулсан, пирĕн республикăра специалистсем хăйсен професси пĕлĕвне тĕпе хурса, халăха сиплени куҫкĕретех.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта сывлăх сыхлавĕн пайне аталантарас тесе сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланине асăннă.  Патшалăх мĕнпур халăх медицина пулăшăвне тивĕҫтĕр тесе  тăрăшнине палăртнă. Пурин те пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă курма ирĕк пулмалла тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче республика хыснинчен автомашина ҫулĕсене тĕпрен юсав ирттерме тата регионти, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене тытса тăма, кулленхи юсав ĕҫĕсене пурнăҫлама 2018-мĕш ҫул валли тата планпа пăхса хăварнă 2019–2020-мĕш ҫулсене палăртса хунă республика бюджетĕнчен укҫа-тенкĕне уйăрса памалли пирки калакан проектпа паллаштарнă.

2019-мĕш ҫулта Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фондĕнчен автомашина ҫулĕсене юсаса тăма 633,8 млн тăкаклама палăртса хунă, 33,9 ҫухрăма тăсăлакан ҫулсене тирпейлеме палăртнă.  Шăмăршă районĕнче, Улатăр районĕнче, Ҫĕрпӳ, Вăрнар, Красноармейски районĕсенче пурăнакансем те ҫул-йĕр ырлăхĕсене курасси куҫкĕретех пулĕ.  Муниципалитетсенче ҫул-йĕр объекчĕсене тирпейлесе сарма  плана кĕртнĕ.  Кăҫал валли республика хыснинчен Улатăр, Патăрьел, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă районĕсенчи автомашина ҫулĕсене сарма республика бюджетĕнчен пулăшу куҫарма палăртакан йышăнăвăн проекчĕ ҫинчен министр тĕплĕн паллаштарнă.

Юсав тата тĕпрен юсав ĕҫĕсене пурнăҫлама 2018-мĕш ҫулта 203,8 млн тăкаклама пăхса хăварнă.

2018-2020-мĕш ҫулсенче регионта пĕтĕмпе 8 объектра тĕпрен юсав ĕҫне палăртнă, 15-шĕнче юсав тума плана кĕртнĕ. Регион тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене тытса тăма 430 млн уйăрма тĕллев лартнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, кăҫалхи ҫул валли Чăваш Республикинчи ҫул-йĕр пайне аталантарма 5 млрд тăкакланассине палăртнă.  Пысăк пулăшусем ытларах Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин витĕмлĕхне пула пулса пыраҫҫĕ тенĕ вăл. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проект пурнăҫа анлăн кĕрсе пыни пурсăмăра та хавхалантарать.  Ăна пула та, республикăри ҫулсем тирпейлĕ пулни, ҫĕнĕ объектсем хута кайни халăха савăнтараҫҫĕ, регионта пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ятарлă палăртнă ведомствăсенче тăрăшакансене проектпа смета ĕҫ хучĕсене пахалăх енчен тивĕҫлĕ шайра пурнăҫласа пыма хушнă. Объектсенче ĕҫлеме яваплăха туйса  пыракан подрядчиксене явăҫтармаллине, графика ҫирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарнă, кăлтăксем тума юраманнине каланă.



24 января 2018
18:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter