Юридици пулăшăвне тӳлевсĕр илме ирĕк пуррисен йышĕ ӳсет

Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.  Ĕҫе пухăннисем тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерессин Чăваш Республикин саккун проектне улшăну кĕртесси пирки калакан ĕҫ хутне пăхса тухнă.  

Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, палăртнă категорийĕнчи граждансен йышне ӳстересси пирки сăмахланă, паллах вĕсен енчен те патшалăх юридици пулăшăвне тӳлевсĕр илме ирĕк пуласси паллă пулĕ.  Вăл йĕркене ҫийре пур хĕрарăмсене кĕртесшĕн, ачапа килте ҫулталăк ҫурăна е виҫĕ ҫула ҫитиччен лараканнисене те, пĕччен ӳстерекен ача амăшĕсене, енчен те вĕсен ачисем 14 ҫула ҫитмен пулсан.  Ҫемьере сусăр ача ӳсет пулсан, ҫак кăтарту 18 ҫула ҫитнисем тавра саланать, кунсăр пуҫне  III-мĕш группа инваличĕсем, куҫ курманнисем, илтменнисем, калаҫма пултарайман сусăрсем тата ыттисем те кĕреҫҫĕ.

Аса илтеретпĕр, хальхи вăхăтра тӳлевсĕр юридици пулăшăвне 33 категорине кĕнĕ граждансен илме ирĕк пур.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче патшалăх тытăмĕнчи тӳлевсĕр юридици пулăшăвне илме нимĕнле чăрмав та пулманнине асăннă. Регионта ĕҫ тăвакан влаҫ тытăмĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, халăха социаллă пулăшупа тивĕҫтерекен пайсенче, адвокатсем, нотариуссем юридици пулăшăвне ҫынсене тивĕҫтернине каланă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕҫтерни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, уйрăмах хӳтлĕхсĕр юлнисемшĕн тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Мĕншĕн тесен, шăпах та сахал тупăшлă ҫемьесен тепре чухне, укҫа тӳлеме те май ҫук пулĕ тенĕ вăл.  Калăпăр, тĕслĕхрен енчен те ашшĕ алимент тӳлессинчен пăрăнать пулсан, вĕсен епле-ха хăйсен прависене хӳтĕлемелле. Апла пулсан, саккун проектне улшăну кĕртни питĕ вырăнлă пуласси куҫкĕретех пулĕ. Ҫынсем хăйсен прависене хӳтĕлеме пултарасси те куҫкĕретех. Регион Пуҫлăхĕ ыйтăва халăх патне активлăрах илсе ҫитерме чĕнсе каланă.



24 января 2018
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter