Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Наци гвардийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн 2017-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ канашлăва хутшăннă

 Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Наци гвардийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн 2017-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ канашлăва хутшăннă. Пухăннисем 2018-мĕш ҫул валли лартнă тĕллевсене пăхса тухса тишкернĕ.  

Раҫҫей Наци гвардийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пуҫлăхĕ, полици полковникĕ Алексей Ежеев хăйĕн докладĕнче мĕнпур палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе, право хуралĕнче вăй хуракансемпе пĕрле килĕшсе пурнăҫласа пынине пĕлтернĕ, яланах тачă ҫыхăнура тăнине асăннă.  Республика Пуҫлăхне пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пыма витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă.

Алексей Ежеев хăйĕн сăмахĕнче регионта оперативлă лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулса пытăр тесе,  Раҫҫей Наци гвардийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ кирлĕ пек мĕнпур мерăсене вăхăтра тата туллин йышăнса пынине асăннă. Вĕсен службинче тăрăшакансем республикăра ирттерекен массăллă мероприятисенче: культура, спорт тата ытти политика енĕпе, тĕнпе ҫыхăннă пулăмсенче, урамра, обществăлла вырăнсенче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе ырми-канми тăрăшнине пĕлтернĕ, право йĕркине халăх пăхăнтăр тесе кирек-епле ыйтăва та ҫирĕп тĕрĕслеве илнине каланă.  

2018-мĕш ҫулта тĕнче Чемпионачĕ иртет, футбол выляссипе FIFA ăмăртăвĕсем пулаҫҫĕ. Республикăра спорт мероприятийĕсене йĕркелеме палăртнă мĕнпур объектсенче тĕрĕслевсем йĕркеленине пĕлтернĕ ертӳҫĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Президентне суйламалли кун ҫывхарса килет, сасăлав вăхăтĕнче, мероприятисенче те хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси кун йĕркинче тăмаллине палăртнă.

ОМОН тата СОБР службисем ятарлă тата контртеррор операцийĕсене йĕркеленĕ чухне пĕтĕмпе вĕсем 500 ĕҫ пурнăҫланă, вĕсенче 6000 ҫын хутшăннă. Мероприятисенче йĕрке пăсма пултарайнă тесе ҫирĕплетнине пăхса 93 ҫынна тытса чарнă,  халлĕхе 9 ҫынна шыраҫҫĕ, розыскра тесе йышăнса хăварнă.  

Палăртнă ведомство кулленех регионта 9000 объекта ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.  Пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсенче вăрланă тĕслĕхсем пачах та пулманнине ҫирĕплетнĕ ертӳҫĕ.

Йĕрке пăсакансене тытса чарма пулăшакан ятарлă ушкăн пĕтĕмпе 9 000 хуччен мероприятисене тухнă. Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви ыйтнипе 2000 ытла мероприятине вĕсем хутшăннине палăртнă Алексей Ежеев.

2017-мĕш ҫул ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх, Атăлҫи федераци округĕнче ҫак ҫӳлерех асăннă ведомство хисеплĕ 1-мĕш вырăн йышăннă.

Алексей Ежеев малашне те патшалăх тата обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе мĕнпур ыйтусене саккунсемпе килĕшӳллĕн, ҫирĕп йĕркесене пăхăнса туллин пурнăҫласа тăрассишĕн ҫине тăрса ĕҫлессине палăртнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Росгвардин Чăваш Республикинчи уйрĕмĕнче тăрăшакансене тĕллевлĕ ĕҫсене йĕркелесе пынăшăн, ыйтусене туллин тивĕҫтернĕшĕн тав тунă, ҫакăн пек пысăк яваплă ĕҫре професси шайĕнче ыйтусене татса панăшăн, регионта лару-тăру йĕркеллĕ аталанса пытăр тесе тăрăшнăшăн мухтанă.  

Чăваш Енре социаллă тăнăҫлăх хуҫаланни, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерни куҫкĕретех.

«Хăвăрăн ума лартнă тĕллевсене ҫирĕп пурнăҫлатăр.  Эсир тивĕҫлĕ ĕҫлесе пынине кура, патшалăх влаҫ органĕсемпе, Раҫҫей Наци гвардийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, право хуралĕнче тимлекенсем пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пынине пăхса, халăх патшалăх влаҫ тытăмĕнче вăй хуракансене ĕненни, шанни кулленех ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тенĕ вăл.   

Ҫитес суйлав вăхăтĕнче те ҫак асăннă службăра вăй хуракансене тимлĕхе ҫухатма юраманнине, обществăра право йĕркине ан пăсччăр тесе яланах сыхă тăмаллине асăрхаттарнă. «Пире ҫĕршывра тăнăҫлăх кирлĕ, лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулса пымалла, Президент халăхăн шăпи пирки кулленех шухăшлать, ӳлĕмрен те ҫĕршывра тăнăҫлăх пултăр тесе тăрăшать», - тенĕ вăл.

Мероприяти вăхăтĕнче хисепе тивĕҫнисене патшалăх тата ведомство наградисене парса титвĕҫтернĕ.

Фоторепортаж



24 января 2018
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter