Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ
Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин стратегиллĕ план пирки калакан саккун проекчĕпе паллаштарнă. Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсенче федераци саккунне ҫĕнĕлĕх кĕртнипе килĕшӳллĕн, стратегиллĕ планăн йĕрки ҫирĕпленет.
Чăваш Республикин экономика министерствин ертӳҫи палăртнă тăрăх, ĕҫ хучĕн тĕп йĕрки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ҫулсеренхи отчечĕ пулнине асăннă. Кунсăр пуҫне кашни ҫул патшалăх программисемпе епле ĕҫе пурнăҫласа пынин кăтартăвĕ те ҫак документра палăрнине каланă.
Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пĕлтĕр авăн уйăхĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче бюджет кредичĕсене реструктуризацилемелли пирки пĕлтернĕччĕ. Чăваш Ен Правительстви Чăваш Республикин Раҫҫей Федерацийĕн бюджет кредичĕсемпе пухăннă парăмсем пирки реструктуризацилеме хушма килĕшӳ ĕҫ хутне йышăнасси пирки калакан саккун проектне те тишкернĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче реструктуризацине йышăнсан, бюджет кредичĕсен парăмĕсене 2018-мĕш ҫултан пуҫласа 2024-мĕш ҫулччен парса татма ирĕк пулассине асăннă.
2017-мĕш ҫулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Чăваш Республикин Финанс министерстви хушшинче хушма 7 килĕшӳ ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă. Вăл килĕшӳсене пула, парăма 2024-мĕш ҫулччен йĕркепе парса татмалла тунă.
«2020-мĕш ҫулччен Чăваш Республикин реструктуризацине тĕпе хумасăр пурĕ бюджет кредитне 6,7 млрд тенкĕ памалла. Хушма килĕшӳ ĕҫ хучĕсене йышăнсан Чăваш Республикин пухăннă парăмне ҫичĕ ҫул хушшинче парса татма ирĕк пулĕ. Чи пысăк ĕҫ тухăҫлăхĕ 2018-2019-мĕш ҫулсенче пуласси те паллă», - тесе пĕлтернĕ Светлана Енилина. Енчен те реструктуризациленсен бюджет кредичĕсемпе пухăннă парăма 2018-мĕш ҫулта 336,2 млн парса татма тивет. Енчен те реструктуризаци пулман пулсан, 4 131,9 млн памаллаччĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
Бюджет кредичĕсене реструктуризацилени патшалăх парăмне 2018-2019-мĕш ҫулсенче 340 млн тенкĕ упраса хăварма витĕм кӳрет.
Раҫҫей Президенчĕн йышăнăвĕ, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснин тăкак пайне чылай кĕскетме пулăшать тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Укҫа-тенкĕне халăх ырлăхĕшĕн тăкаклама май панине те асăннă вăл.
Паянхи ларура Правительство членĕсем налуксемпе ҫыхăннă ыйтусем тавра та тĕплĕн канашланă, Чăваш Республикин саккун проектне пăхса тухнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина саккун проектне РФ федераци саккунĕсене пăхăнса йĕркеленине палăртнă. Ӳлĕмрен организацисемпе предприятисен налук тĕрĕслевĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, енчен те пени, штраф пухăнса кайнă пулсан, малашне вĕсен пайăр-пайăррăн парăмсене парса татма ирĕк пулĕ.
Тĕрлĕ вăйăсем выляттаракансен бизнес тытăмĕнче те налуксен ставкисем улшăнни паллă, чи пĕчĕк тата чи пысăк виҫене йышăннă.
2016-мĕш ҫулта республика бюджетне ҫак ҫӳлерех асăннă бизнесран налук 3,2 млн кĕнĕ, 2017-мĕш ҫулта 4 млн пуҫтарăннă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем 2030-мĕш ҫул валли Чăваш Республикин бюджет прогнозне ҫĕнĕлĕхсем кĕртесси пирки йышăну проектне тĕплĕн тишкернĕ.
Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче бюджет прогнозне 2018–2020-мĕш ҫулсене йышăннă «Чăваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пăхнă 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ ҫинчен» калакан Чăваш Республикин Саккунĕпе килĕшӳллĕн пулассине асăннă. Кунсăр пуҫне «Чăваш Республикин 2017 ҫулхи тата планпа пăхнă 2018 тата 2019 ҫулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ ҫинчен» калакан бюджетра та ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнипе тӳр килет тенĕ вăл. 2018–2020-мĕш ҫулсем валли палăртса хунă республикăн социаллă пурнăҫăпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсен прогнозĕн шайĕпе те пăхăнса тăнине палăртнă.
Регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн прогнозне ҫĕнĕлĕхсемпе улшăнусем кĕртнине пула, бюджетăн харпăр хăй тупăшĕн параметрĕсене тӳрлетме тивет. Паллах, республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкак пайне те ҫĕнетмелле. Бюджетра пĕтĕмпех федераци пулăшăвне палăртса хăварман-ха. Кăтартăва ҫак ҫул валли тата ҫитес тапхăра йышăннă ĕҫ хутне тишкернĕ чухне ҫĕнĕрен пăхса тухма тĕллев лартнă.
Палăртса хăваратпăр, ҫак ĕҫсем пĕтĕмпех пурнăҫа кĕресси паллă, апла пулсан регионта 2018-мĕш ҫултан пурĕ патшалăхăн 17 программи пурнăҫа кĕрессипе ĕҫлеме плана кĕртнĕ, патшалăх тата муниципалитет программисемпе тăкаксене 100% процента ҫити тивĕҫтерме пăхса хăварнă.
Маларах бюджетра пăхса хăварнă прогнозсем тата нумай ҫулсем валли палăртнă ыйтусем те упранса юласси куҫкĕретех.