Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлавҫăсемпе тĕлпулусем ирттерме ятарлă вырăнсемпе пӳлĕмсем уйăрмалли пирки калакан йышăнăва пăхса хăварнă

Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлавҫăсемпе тĕлпулусем ирттерме ятарлă вырăнсемпе пӳлĕмсем уйăрмалли пирки калакан йышăнăва пăхса хăварнă.  

Ятарлă вырăнсем: «Государственная киностудия «Чувашкино» и архив электронной документации» Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕн ҫурчĕн умĕнче пуласси паллă, унăн адресĕ Чăваш Республики, Шупашкар хули, И.Я. Яковлев проспекчĕ, 12а ҫурт.  

Чăваш Республикин Культура министерстви ҫумĕнчи «Государственная киностудия «Чувашкино» и архив электронной документации» ЧР БУ кинозалĕнче харăсах 55 ҫынна йышăнма пулать. Ĕҫ хучĕ ятарлă вырăнта тата пӳлĕмре ĕҫлемеллин йĕркине  те ҫирĕплетет.  



24 января 2018
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter