Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫ Министрĕн ҫумĕпе Владлен Аксёновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с заместителем главы МЧС России Владленом АксёновымКăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫ Министрĕн ҫумĕпе Владлен Аксёновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ертӳҫĕсем Чăваш Республикинче пурăнакансене комплекслă хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйтăва анлăн сӳтсе явнă.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта мĕнпур влаҫри ҫынсем пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура, кулленех халăхпа профилактика ĕҫне йĕркеленипе пуҫласа юлашки 7 ҫул хушшинче пирĕн субъектра пушар алхаснă тĕслĕхсен шучĕ самай чакнине, вут-кăварта ҫынсем те ҫунса вилнисен шучĕ пĕчĕкленнине пĕлтернĕ.

Республикăра ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, пушар хуралĕнче тăрăшакансем валли хăтлă условисем йĕркелес, вĕсен пурлăхпа техника базине пуянлантас ыйтусем ҫине сахал мар тимлĕх уйăрнине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Раҫҫейри МЧС Министрĕн ҫумĕ  Владлен Аксёнов  хăйĕн сăмахĕнче, чăнласах та Чăваш Республикинче халăха пушарсенчен сыхлас тĕлĕшпе сахал мар ĕҫсем пурнăҫланине ҫирĕплетнĕ. Сăмаха май, вăл паян регионта пушар хуралĕнче тимлекенсен ĕҫĕпе паллашма плана кĕртнине асăннă. Пĕрлехи патшалăх тытăмĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăҫласа пырассипе палăртнă служба хăй тивĕҫĕсене епле пурнăҫланине те тĕрĕслеме хатĕррине палăртнă.

Чăваш Енре юлашки ҫулсенче пушар пулнă тĕслĕхсен шучĕ самай чакни куҫкĕретех, кăтарту 33 процент чакнă. Ку питĕ лайăх.  Вут-кăварта ҫунса вилнисен шучĕ те сахалланнă. Кăтарту пĕлтĕр 63 танлашнă (42,7 процент чакнă).

Юлашки пиллĕк ҫул хушшинче Раҫҫей Федерацийĕн МЧСĕн Чăваш Енри  управленийĕ лайăх кăтартусемпе Атăлҫи федераци округĕнче тивĕҫлĕ вырăн йышăнса пырать, яланах е пĕрремĕш е тата иккĕмĕш вырăна тухать. Апла пулсан, ҫак кăтарту та пушарсем сахал пулнине ҫирĕплетет. Ҫăлав службин хăюллă ĕҫченĕсем инкеке лекнĕ ҫынсене пулăшма чăн малтан пырса ҫитни, майсăр лару-тăрăва сирсе янă ҫĕре хастар хутшăнни куҫкĕретех.

Фоторепортаж



25 января 2018
18:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter