Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей студенчӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

 Ҫак чунра ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, хастарлӑх ҫуратакан ҫам­рӑк­лӑх уя­­вӗ пӗ­тӗм рес­публикӑри аслӑ пӗлӳ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗ­ре­нӳ ор­гани­­зацийӗсенче ӑс пухакан 62 пин ытла вӗренекене пӗр­­леш­терет.

Чӑваш Ен студенчӗсем харсӑр, пултаруллӑ тата пу­ҫа­руллӑ. Вӗ­сен­чен чылайӑшӗ вӗренӗве общество та­та пултарулӑх ӗҫӗпе, спортпа, хӑй ир­ӗкӗпе тӑвакан ырӑ ӗҫ-хӗлпе ӑнӑҫлӑ ҫыхӑнтарать, Пӗтӗм Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче иртекен ме­ропри­ятисемпе кон­­курссенче регион чысне тивӗҫлӗн хӳтӗлет.

Ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑксем ӗҫ рынокӗнче уйрӑмах кирлӗ пысӑк ӑс­­та­лӑх­лӑ спе­циалистсем пулса тӑрасси пирки иккӗленместӗп. Вӗсен пӗ­лӗ­вӗпе тӑ­рӑ­шулӑхӗ, малашлӑхлӑ шухӑшлавӗпе пурнӑҫри хастарлӑхӗ об­щест­­вӑна пы­­­сӑк усӑ кӳрессине, тӑван ене тата ҫӗршыва малалла ата­лантарма пу­лӑ­шас­сине чунтан шанса тӑратӑп.

Республикӑри студентсене пӗтӗм чунтан лайӑх вӗренме, хӑйсен вӑй­не шанма та­та палӑртса хунӑ тӗллевӗсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама су­натӑп.

Раҫҫейпе Чӑваш Ен сире кӗтеҫҫӗ! Малашлӑх хӑвӑртан килнине ӑса хывса професси ӑсталӑхне туллин алла илме тӑрӑшӑр, пурне те пӗл­ме ӑн­тӑлӑр тата мал ӗмӗтлӗ пулӑр, ума пултарулӑхӑра туллин уҫма пу­лӑшакан тӗллевсем лартӑр! Студент ҫулӗсем сирӗншӗн кӑсӑк та усӑл­лӑ иртчӗр, ҫутӑ та манӑҫми пулӑмсемпе пуян пулччӑр, сирӗн ҫитӗ­нӗ­вӗр­семпе вӗрен­текен­сем, тӑванӑрсемпе ҫывӑх ҫыннӑрсем му­х­тан­ма пул­тарч­чӑр.

Ҫирӗп сывлӑхпа ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсемпе ӑнӑҫу­­сем сире!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                         Михаил Игнатьев



25 января 2018
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter