Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин прокуратуринче тăрăшакансен анлă канашлăвне хутшăннă
Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин прокуратуринче тăрăшакансен анлă канашлăвне хутшăннă. Ĕҫе пухăннисем 2017-мĕш ҫулăн ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ.
Ларăвăн ĕҫне Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратурин Атăлҫи федераци округĕнчи Управленийĕн пуҫлăхĕ Андрей Юмшанов хутшăннă.
2018-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче РФ Прокуратурин ĕҫченĕсен кунĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путинăн Указĕпе килĕшӳллĕн Андрей Юмшанова 3-мĕш клас чинне панă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский ертӳҫĕне ҫак пысăк хисепе тивĕҫнĕшĕн саламланă, малашне те Тăван ҫĕршывшăн саккунсене пăхăнса патшалăхăн тата граждансен прависене хӳтĕлес ĕҫре ҫитĕнӳсемпе палăрма суннă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, прокуратура ĕҫченĕсем, право хуралĕнче тимлекенсем пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пынине палăртнă.
«Саккун аслă пулнине, граждансен прависен тата патшалăх хӳтлĕхне тивĕҫтернĕ май Раҫҫей прокуратури право хуралĕн органĕсен ретĕнче уйрăм вырăн йышăнса тăрать, прокуратура органĕсем право хуралĕнчи мĕн пур тытăмăн правăна хирĕҫле пулăмсемпе кĕрешессипе ҫыхăннă ĕҫне йĕркелесе пырас тĕлĕшпе тĕп вырăнта тăраҫҫĕ. Чăваш Ен прокуратурин регионта хăйсен тивĕҫне чыслăн пурнăҫлакан сотрудникĕсен ĕҫĕ – Раҫҫей патшалăхне ҫирĕплетессин шанчăклă никĕсĕ шутланать. Эсир принциплăхпа, яваплăха туйнипе тата ырми-канми ĕҫпе палăрса тăратăр», - тенĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев. Чи пысăк кăтартусенчен пĕрне аса илсе хăварнă. Республикăра прокуратура ĕҫĕнче тăрăшакансен витĕмлĕхне пула, предприятисен, организацисен ертӳҫисем хăйсем патĕнче вăй хуракансене вăхăтра шалу укҫипе тивĕҫтерни те куҫкĕретех тенĕ. Нормативлă база тытăмĕнче те йĕркелĕх хуҫаланнине асăннă вăл сăмаха май.
2017 ҫулта пĕтĕмпе Чăваш Республикин 1551 нормативлă право акчĕ юридици экспертизи витĕр тухнă. Муниципалитетсенчи право йĕркисене те вĕсен служби ҫирĕп пăхса тăни куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Паянхи кун тĕлне регистра 92 пине яхăн муниципаллă право актне тăратнă.
«Халăхпа пĕрле сӳтсе явни, ĕҫ хучĕсене экспертиза кăларни управлени йышăнăвĕсене тĕрĕс мар йышăнассинчен пăрать. Граждансем патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансене ĕненни, шанни те куҫкĕретех», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
«Регионта бизнес тытăмĕнче тăрăшакансене питĕ меллĕ, вĕсем патне тĕлли-паллисĕр тĕрĕслевпе асăрхав службисем тухманни сисĕнет. Ҫакнах ырăпа палăртаҫҫĕ предпринимательлĕх пайĕнче тимлекенсем. Енчен те вара, саккуна пăхăнса ĕҫлемеҫҫĕ пулсан, кун пеккисене явап тыттарасси те кун йĕркинчех», - тесе асăннă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.
Раҫҫей, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесси ӳлĕмрен тата ҫирĕпленсе пырассине шанатăп, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурсăмăр та пĕрле тăрăшса пурнăҫа кĕртессине ĕненетĕп тенĕ вăл сăмаха тăсса.
Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский хăйĕн докладĕнче пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсем пирки чарăнса тăнă, 2017-мĕш ҫулта чăнласах та сахал мар ĕҫ пурнăҫланине ҫирĕплетнĕ, ҫитĕнӳсем пуррине те каланă.
Ĕҫ укҫин парăмĕсемпе ҫыхăннă ыйтăва тĕрлĕ ведомствăсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине пула, кăтартăва ырă енне улăштарма май килнине асăннă вăл.
«Парăмсен ытларах пайне тивĕҫтерме май пулчĕ, пурĕ 230 млн тавăрса панă, кăтарту 4 хут пысăк», - тесе пĕлтернĕ республика прокурорĕ.
Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнче те йĕрке тумалли сахал мар тенĕ сăмаха тăсса вăл. Пĕлтĕр Чăваш Республикин Строительство министерствипе тата Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕпе час-часах муниципалитетсене тухса тĕрĕсленине асăннă. Пĕтĕмпе 575 граждана харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Ҫынсем ҫырупа та ыйтса ҫырнисем сахал мар, кăтарту 191 танлашать. Ӳлĕмрен те ҫакăн пек ĕҫ малалла пулассине асăннă вăл. Йĕркесĕрлĕхе тепре чухне бюджет сферинче те тĕл пулма пулать тенĕ, тĕллевлĕн бюджет укҫипе тăкакланмаллине асăрхаттарса хăварнă.
Чăваш Республикин прокурорĕ хăйĕн сăмахĕнче коррупци ыйтăвĕ те кун йĕркинче тăнине асăннă.
Пĕлтĕр пĕтĕмпе 2733 йĕрке пăснă тĕслĕхе шута илнĕ. Василий Пословский патшалăх тата муниципалитет тытăмĕнче тăрăшакансемпе час-часах ăнлантару ĕҫĕсене йĕркелеме сĕннĕ, профилактика ĕҫĕ тĕп вырăнта тăмаллине асăннă.
Канашлăва пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем тунă. Приоритетлă ыйтусемпе тата та ҫивĕчрех ĕҫлемеллине каланă.