Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Итали делегацийĕпе тĕлпулу ирттернĕ
Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Итали делегацийĕпе тĕлпулу ирттернĕ. Канашлăва Никколо Кузано (UNICUSANO) ячĕллĕ телемати университечĕн ертӳҫи Стефано Бандекки хутшăннă.
Аса илтеретпĕр, 2017-мĕш ҫулта нарăс уйăхĕнче Сочи хулинче Раҫҫей инвестици форумĕ анлă иртнĕ. Ун чухне шăпах та, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Никколо Кузано (Италия, Рим) ячĕллĕ телематика университечĕ пĕр-пĕрин хушшинче килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă. Килĕшĕве тĕпе хурса, ял хуҫалăх ӳсен-тăранĕсен вăрлăхне хатĕрлессипе тимлекен центра хута ярасси пирки проекта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.
Чи малтанах Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕлпулăва пухăннă бизнесменсене тав тунă, проектсене пурнăҫа кĕртессипе икĕ ен те тапхăр-тапхăррăн анлăн ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ. Хăнасене Чăваш Ен ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырланă. Сăмаха май, Шупашкар районĕнче пăрăх арматурисене калăплассипе йышăннă ҫĕнĕ проекта пурнăҫа кĕртес ĕҫ курăмлă пулса пынине асăннă, таварсен пахалăх шайĕ те лайăх пулни куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ регионта тата та ҫĕнĕ производствăсем хута яма тĕрлĕ майсем пуррине пĕлтернĕ, пуҫаруҫăсене яланах витĕм кӳме хатĕр пулнине каланă. Енчен те инвесторсем производствăсем хута яма килĕшеҫҫĕ пулсан, вĕсене аталанса пыма тата вĕсен ыйтăвĕсене татса пама кирлĕ пек мĕнпур условисене хатĕрлесе тăратма майсем тупса парассине асăннă.
Итали делегацийĕн ертӳҫи Стефано Бандекки хăйĕн сăмахĕнче Шупашкар районĕнче арматурăсем калăплакан завод йĕркелесе янипе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Ҫак ĕҫе пуҫарса яма чăннипех те тĕрĕс йышăну тунине каланă. Производствăна сарассипе палăртнă тĕллевсемпе паллаштарнă сумлă хăна республика ертӳлĕхне. Сăмаха май, хăй те, Итали бизнесменĕ, регионта тата та ҫĕнĕ проектсемпе ĕҫлеме хатĕррине каласа кăтартнă. Вăрлăхсене акса хăварса калча туса илессипе вĕсем ĕҫлеме тĕллев лартнă, ятарлă производство ĕҫлеттересшĕн. Ӳсен-тăран вăрлăхĕсене ятарласа экспертиза витĕр кăларма, чаплисемпе вара вĕсем презентаци ĕҫĕ те кулленех йĕркелеме хатĕрленнине асăннă. Пухăннă ертӳҫĕсем регионта ҫĕнĕ проектсемпе ĕҫлесси пирки тĕплĕн канашланă, тĕрлĕ ыйтусене тарăн сӳтсе явнă, малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлеме хатĕррине палăртнă.
Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республики чăнласан та, вăйлă аталанса пыракансен хушшинче тăрать, тĕнче шайĕнче курăмлă вырăн йышăнать, ют ҫĕршыври бизнесменсем те пирĕн республикăпа кулленех кăсăкланса тăраҫҫĕ, ҫакă никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ҫулсерен пирĕн республикăра ĕҫлеме килĕштерекен партнерсен йышĕ ӳссе пырать, ют ҫĕршывсем пирĕнпе кăмăллă пулни куҫкĕретех. Енчен те 2012-мĕш ҫулта вĕсен шучĕ 74 пулнă пулсан, пĕлтĕр кăтарту 95 ҫитнĕ. Чăваш Республикипе уйрăмах Китай, Беларуҫ, Казахстан, Германи, Бельги, Итали, Норвеги тата ытти ҫĕршывсем кулленех тачă ĕҫлĕ ҫыхăнура пулни хавхалантарать.