Чăваш Енре Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ старт илчĕ
Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раҫҫей студенчĕсен кунне халалласа йĕркеленĕ тĕлпулăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Паллă пулăма аслă шкулсенче вĕренекен пуҫаруллă яш-кĕрĕм пухăннă, вĕсем Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин кăҫалхи ҫула Ыр ĕҫ хăвакансен ҫулталăкне палăртса уҫă калаҫу йĕркеленĕ. Мероприятине Шупашкарти Чăваш патшалăх культура институтĕнче ирттернĕ.
Паянхи тĕлпулăва Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Сергей Кудряшов, Чăваш патшалăх культура институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова хутшăннă.
Уҫă калаҫăва пуҫланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чи малтанах студентсене ҫак паллă кун ячĕпе саламланă, Раҫҫейпе Чӑваш Ен сире кӗтет тенĕ, малашлӑх хӑвӑртан килнине ӑса хывса професси ӑсталӑхне туллин алла илме тӑрӑшма, пурне те пӗлме ӑнтӑлӑр тата мал ӗмӗтлӗ пулӑр, ума пултарулӑхӑра туллин уҫма пулӑшакан тӗллевсем лартӑр тенĕ. Студент ҫулӗсем сирӗншӗн кӑсӑк та усӑллӑ иртчӗр, ҫутӑ та манӑҫми пулӑмсемпе пуян пулччӑр, сирӗн ҫитӗнӗвӗрсемпе вӗрентекенсем мăнаҫланччăр, пурнăҫра ăнăҫу яланах пултăр тенĕ. Сăмаха май, Раҫҫей Президенчĕ кăҫалхи ҫула Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ тесе палăртнине хапăл тусах йышăннине пĕлтернĕ. Пуҫару паянхи пурнăҫ таппинче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă.
Паянхи тĕлпулура ертӳҫĕсемпе ҫамрăксем аслă шкулсенче волонтерсен юхăмне вăй илтерсе ярасси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.
Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Сергей Кудряшов пĕтĕмпе регионта вĕренӳ тытăмĕнче 34 учрежденире ҫак ушкăнсем йĕркеленнине, волонтер организацийĕсем 4 пулнине асăннă. Шăпах та, вĕсен пайташĕсем студентсем тесе палăртса хăварнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ҫумĕнчи волонтерсен команди Раҫҫей ушкăнне те кĕнине ырă хыпара пĕлтернĕ.
«Ырă ĕҫ тăвакансен шучĕ ҫулран ҫул ӳссех пырать. Хальхи вăхăтра вĕсен хисепĕ 1600 ҫитнĕ. Ҫак чунра ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, хастарлӑх ҫуратакан ҫамрӑклӑх уявӗ пӗтӗм республикӑри аслӑ пӗлӳ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗсенче ӑс пухакансене пĕрлештерет», - тенĕ Сергей Кудряшов.
Регионта ырă ĕҫсен юхăмне кĕме Волонтерсен шкулĕ пысăк витĕм кӳнине те асăнса хăварнă вăл сăмаха май.
Палăртса хăвармалла, пирĕн субъектра ĕҫе юратакансен отрячĕсем те йышлă. Вĕсем хăйсен ăсталăхне туптама ытти регионсене тухса ҫӳрени куҫкĕретех. Час-часах тĕрлĕ мероприятисенче вĕсем пулăшни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Акă калăпăр, нумаях пулмасть, Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленĕ Волонтерсен форумĕнче, пирĕн енчен 200 яш-кĕрĕм хутшăнса, хăйсен кăмăлне тултарнă.
Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче студентсем хушшинче проектсем хатĕрлес ĕҫ хĕрӳ пынине пĕлтернĕ. Вĕсен ҫав тери лайăх проектсем тесе хакланă вăл.
2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе 38 проект хатĕрленĕ, вĕсенчен 9-шĕ гранта тивĕҫнĕ, пĕтĕмпе вĕсем 1 750 000 тенкĕлĕх пулăшăва илнĕ.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ студентсем обществăра ырă ĕҫсем тăвассинче пысăк витĕм кӳнине каланă. Вĕсен пулăшăвĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ те шутланать тенĕ вăл сăмаха тăсса.
Волонтерсен юхăмне аталантарса пырассипе активлă тăрăшакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн тата Раҫҫей ҫамрăкĕсен гранчĕсене тивĕҫнĕ студентсем ырă ĕҫсем тума май паракан ҫĕнĕ проектсемпе паллаштарнă.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакан студент, вăлах Чăваш Республикин ҫамрăксен премине тивĕҫнĕ лауриат Виктория Вострова Студентсен канашĕн проекчĕпе паллаштарнă, ҫак юхăм хăйсен ирĕкĕпе юн паракансене ырласа вĕсен йышне ӳстерессипе тимлени пирки каласа панă. Проект Раҫҫей Президенчĕн грантне тивĕҫнĕ пулнă. Пулăшу та самай, унăн виҫи 497 856 тенĕ шутланать. Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви ҫумĕнчи «Центр молодежных инициатив» хушма пĕлӳ паракан учрежденийĕнче тăрăшакан методист Людмила Алексеева «Pro Bono Publico» проектпа паллаштарнă.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Екатерина Васильева «Действуй!» ятлă проектпа паллаштарнă. Вĕсен проекчĕ халăха кĕтмен ҫĕртен сиксе тухакан лару-тăрура кирлĕ пек тивĕҫлĕ мерăсем йышăнма вĕрентет.
«Сывлăх пирки пурин те лайăх пĕлмелле» текен проект пирки вара И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакан пике Ольга Брагина каласа кăтартнă.
«Республиканский волонтерский центр «Действуй» обществăлла организацийĕн ертӳҫи Арина Максимова «Тавах сана, эс пурришĕн!» ятлă проект пирки каласа кăтартнă. Ҫак ĕҫе паллах, амăшĕсем тата вĕсен ачисем хутшăнасси куҫкĕретех пулĕ.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев проект ĕҫĕсене пысăка хурса хакланă, чăннипех те вĕсем грантсене тивĕҫнине палăртнă. Паянхи обществăшăн та ҫав тери кирлĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. «Чи лайăххисене ытларах халăх хушшинче, ыттисемшĕн тĕслĕх пултăр тесе илсе ҫитермелле. Яшсемпе хĕрсем сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнччăр тесе тăрăшмалла. Пуҫаруллă ĕҫсене эпир яланах витĕм кӳме хатĕр. Сирĕнтен кашни - ҫынсемшĕн ырă ĕҫсем тăвассишĕн ҫине тăрса ĕҫлет», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.
Паян мероприятире Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн социаллă стипендине тивĕҫнисене свидетельство савăнăҫлă лару-тăрура парса чысланă. «Добровольцы – детям» ятлă Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисене те дипломсем парса хавхалантарнă. Сахал мар ытти наградăсем те пулнă.
Ырă ĕҫ тума хатĕррисем Чăваш Республикин Пуҫлăхне студентсене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе тăратнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.
Ҫулсерен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн социаллă стипендине 1000 яхăн яш-кĕрĕм тивĕҫет. 2018-мĕш ҫулта тивĕҫнисенчен 70 проценчĕ ытла вĕренӳ учрежденийĕсенче вăй хурать, 10 проценчĕ вара обществăлла организацисенче тăрăшать, 20 проценчĕ – промышленноҫ тытăмĕче, ял хуҫалăх пайĕнче, вĕренӳпе культурăра тимлет.
Чăваш Республикинче вĕренекенсем – студентсем кашни ҫул Раҫҫей Президенчĕн тата РФ Правительствин стипендине илеҫҫĕ. Кăҫал 125 студент ҫак пулăшăва тивĕҫнĕ.
Регион Пуҫлăхĕ Чăваш патшалăх культура институтĕнче театр пӳлĕмĕсене пăхса ҫаврăннă, условисене курса ĕненнĕ. Ҫула май, юсав ĕҫĕсен пахалăх шайне те хакланă. Объекта ҫĕнетме Чăваш Республикин республика хыснинчен укҫа-тенкĕ уйăрнă пулнă.
Палăртса хăваратпăр, 2016–2017-мĕш ҫулсенче республика бюджетĕнчен пĕтĕпе ҫак ҫуртăн пурлăхпа техника базине пуянлатма 20 011,5 пин тенкĕлĕх тăкакланнă.
Культура институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова тата кунта тăрăшакансем пурте республика ертӳлĕхне ҫакăн пек пысăк ĕҫсем йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.
«Палăртма кăмăллă, юлашки ҫулсенче регионта культура пайне пысăк тимлĕх уйăрни курăнать, ҫуртсем капмар, хитреленсе пыраҫҫĕ, ҫĕннисем те сахал мар. Культура тытăмĕнче ĕҫлекенсене кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе панă, пурлăхпа техника бази те пуянланса пыни куҫкĕректех, халăх питĕ кăмăллă», - тенĕ Алевтина Сергеева вокал кафедрăн ертӳҫи.