Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министерствинче вăй хуракан тĕп специалистпа Олег Аполихинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Обсуждены вопросы развития профилактического направления медициныКăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министерствинче вăй хуракан тĕп специалистпа Олег  Аполихинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Калаҫу вăхăтĕнче вĕсем регионта сывлăх сыхлавне аталантарас, халăх хушшинче ытларах та ытларах профилактика ыйтăвĕпе ĕҫлемелли пирки сăмахланă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев юлашки ҫулсенче уйрăмах регионти халăх пысăк технологиллĕ  медицина пулăшăвĕсемпе кулленех усă курма пултартăр тесе сахал мар пысăк ĕҫсем йĕркелесе ирттернине асăннă. Чăваш Енре ФАПсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем хута каяҫҫĕ.  Сиплев учрежденийĕсем модернизациленеҫҫĕ, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсемпе пуянланаҫҫĕ.  Сывлăх сыхлавĕн ҫурчĕсене вăхăтра юсав ĕҫĕсене йĕркелени те куҫкĕретех. Пĕр сăмахпа каласан, сахал мар республика хыснинчен ҫак асăннă тытăма кирлĕ пек шайра аталантарса пыма укҫа-тенкĕ тăкакланать.

Олег Аполихин  ҫапларах каланă: «Юлашки ҫулсенче чир-чĕр шала каясран профилактика ĕҫне вăхăтра йĕркелени курăнать, пысăк тимлĕх уйăрни те сисĕнет. Ку енĕпе шăпах та пĕрремĕш звено лайăх ĕҫлени пĕлтерĕшлĕ.  Вĕсем чире малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртаҫҫĕ, хыҫҫăн тӳрех мерăсем йышăнма васкаҫҫĕ. Ҫакă шăпах та, халăха пысăк усă кӳрет», - тенĕ вăл, малашне те ыйтусемпе анлăрах ĕҫлемеллине чĕнсе каланă.

Раҫҫей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министерствинче тăрăшакан паян Чăваш Енри урологи службин ĕҫĕпе паллашнă май, вĕсен професси пĕлĕвĕн шайне тата ĕҫне пысăка хурса хакланă.  

Палăртса хăваратпăр, ҫулсерен  ҫак асăннă службăн медицина пулăшăвĕпе  5200 ҫын усă курать. Кашни ҫул ҫак сиплев учрежденийĕ 2800 ытла операци тăвать.  

 



26 января 2018
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter