И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче «Атăлҫи Татьяна – 2018» регионсен хушшинчи конкурс-фестиваль иртнĕ
Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче «Атăлҫи Татьяна – 2018» регионсен хушшинчи конкурс-фестиваль иртнĕ, ăна Раҫҫей студенчĕсен кунне халалласа йĕркеленĕ.
Савăнăҫлă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.
Унпа пĕрле мероприятинче Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сергей Кудряшов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров пулнă.
Андрей Александров уява пухăннисене чи малтанах Раҫҫей студенчĕсен кунĕ ячĕпе саламланă, Атăлҫи федераци округĕнчи чи чаплă аслă шкулсемпе вĕсен учрежденийĕ тахҫантанпах ҫирĕп ҫыхăну тытнине асăннă, аслă шкулсенче ăс пухакан чи пултаруллă хĕр-упраҫсем конкурса хутшăнма килсе ҫитнине каланă. Сăмаха май, уявра вăл Чăваш патшалăх университетĕнче пысăк тавракурăмлă студентсем вĕреннине палăртса хăварнă. Вĕсем вĕренӳре те спортра та яланах пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнине асăннă. Ҫулсерен ҫамрăк яш-кĕрĕм ырă ĕҫсем тăвакан тĕрлĕ акцисене хутшăннине, волонтерсен юхăмĕ те регионта анлăн сарăлса пынине палăртнă. Тăтăшах ытти регионсене студентсем тухса ҫӳренине, ҫыхăну тытнине пĕлтернĕ. Университетăн Волонтерсен центрĕ Раҫҫейри ыр ĕҫ тăвакансен юхăмĕнче палăрса тăнине каланă вăл сăмаха май.
Аслă шкулăн ректорĕ хăйĕн сăмахĕнче, 2010-мĕш ҫулта шăпах та 8 ҫул каялла, вĕсем патне Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ĕҫлĕ визитпа килнине аса илнĕ: «Сирĕн аслă шкул Раҫҫейри чи эффективлă ĕҫлекен университетсенчен пĕри, вĕрентекенсен пĕлӳ шайĕ пысăк, студентсем профессионал пулса тухаҫҫĕ», - тенĕ Раҫҫей Президенчĕн сăмахĕсене тепĕр хут палăртса пухăннисене пĕлтернĕ. Раҫҫей студенчĕсен кунĕнче чи лайăх студентсен канашĕ конкурс старт илнине те каланă вăл.
Андрей Александров тепĕр ырă хыпар пирки чарăнса тăнă, Раҫҫей Федерацийĕн Вĕренӳпе наука министерстви И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе Шупашкарти электроаппарат завочĕн пĕрлехи проектне ырланине пĕлтернĕ, ăна пурнăҫа кĕртме федераци енчен субсиди пуласси те паллă тенĕ ректор сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене Раҫҫей студенчĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн чун-чĕререн саламланă, вĕренӳре ҫитĕнӳсемпе палăрма, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма чĕнсе каланă. «Раҫҫей тата Чăваш Ен пуласлăхĕ - пултаруллă та пысăк тавракурăмлă ҫамрăксен аллинче», - тенĕ вăл.
«Чăваш Ен студенчĕсем харсăр, пултаруллă тата пуҫаруллă. Вĕсенчен чылайăшĕ вĕренĕве общество тата пултарулăх ĕҫĕпе, спортпа, хăй ирĕкĕпе тăвакан ырă ĕҫ-хĕлпе ăнăҫлă ҫыхăнтарать, Пĕтĕм Раҫҫей тата тĕнче шайĕнче иртекен мероприятисемпе конкурссенче регион чысне тивĕҫлĕн хӳтĕлет. Ҫирĕп тĕллевлĕ ҫамрăксем ĕҫ рынокĕнче уйрăмах кирлĕ пысăк ăсталăхлă специалистсем пулса тăрасси пирки иккĕленместĕп. Вĕсен пĕлĕвĕпе тăрăшулăхĕ, малашлăхлă шухăшлавĕпе пурнăҫри хастарлăхĕ обществăна пысăк усă кӳрессине, тăван ене тата ҫĕршыва малалла аталантарма пулăшассине чунтан шансах тăратăп», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев студентсене саламланă май.
Ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ятарлă стипендине тивĕҫнисене свидетельство парса хавхалантарнă.
Регионсен хушшинче ирттерекен конкурса ҫак хĕрупраҫсем хутшăннă. Вĕсем: Татьяна Веденкова (Марий Эл Республики), Татьяна Мешкова (Пенза облаҫĕ), Татьяна Кислицына (Удмурт Республики), Татьяна Соколова (Чăваш Республики), Татьяна Кручинкина (Мордва Республики), Татьяна Чернова (Чăваш Республики).
Конкурса хутшăннисем тĕрлĕ ăмăртусем витĕр тухнă.
Тĕп титула Татьяна Мешкова тивĕҫнĕ, вăл Пенза облаҫĕнчен.
Аса илтерсе хăваратпăр, ҫак ҫӳлерех палăртнă конкурс-фестивале кашни ҫул йĕркелесе ирттереҫҫĕ, унта Атăлҫи федераци округне кĕрекен аслă шкулсенче вĕренекенсем хутшăнаҫҫĕ. Пĕлтĕр мероприяти Н.П. Огарев ячĕллĕ Мордови патшалăх университетĕнче иртнĕ. Ун чухне пирĕн студентка Татьяна Семенова – И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекенĕ ыттисене кая хăварса мала тухнă.