Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин анлă коллегийĕн ларăвне хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин анлă коллегийĕн ларăвне хутшăннă.

  Паянхи ларура Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕ – статс-секретарĕ Игорь Зубов пулнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас, обществӑри йӗркелӗхе тивӗҫтерес тӗллевпе тӑвакан пӗрлехи ӗҫ регионти общество-политика тӑнӑҫлӑхне тата нацисем хушшинчи килӗшӳлӗхе шанчӑклӑн упрама, криминаллӑ лару-тӑрӑва асӑрхаса тӑма май панине асăннă.

Сăмаха май, Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакансем субъектра пулса иртекен мĕнпур мероприятисенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе яланах сыхă тăнине палăртнă.

Калăпăр, 2017-мĕш ҫулта регионта пĕтĕмпе 1881 мероприяти йĕркеленĕ, вĕсенче халăх йышлăн пухăннă.

«Чи пахи уяв мероприятийĕсенче ҫынсем йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 30 процента ҫити чакни. Ҫакă полици ĕҫченĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе кирлĕ пек шайра пурнăҫланине шăпах та ҫирĕплетсе парать. 2018-мĕш ҫулта та палăртса хунă мероприятисем ҫӳллĕ шайра иртессине, йĕрке пăсакансем пачах ту пулмассине шанатăп», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Палӑртма кӑмӑллӑ, Чӑваш Енре патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе право сыхлавӗн тытӑмӗсем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитĕнӳ те ҫук мар, кăтарту ырă енне улшăнса пыни куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

2017 ҫул кăтартăвĕсене илес пулсан, йĕрке пăсакансен шучĕ 7,5 процент таран чакнă. Ҫула ҫитмен ҫамрăксем те алхасман, кăтарту 22 процент пĕчĕкленнĕ. «Пурсăмăр та лайăх астăватпăр ҫав ҫулсене, ҫамрăксем йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ куҫкĕретех хăпарса пынине.  Кун пек йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва пĕрле тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура чарса лартма май килчĕ. Паллах, ҫитĕнӳсем пире лăпланса ларма ыйтмаҫҫĕ, пур-пĕрех ыйтусене куҫран вĕҫерме юрамасть», - тесе асăнса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Обществăра тирпейлĕх хуҫалантăр тесен, полици ĕҫĕсен профилактика тата ытти мероприятисенче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан мобильлĕ хатĕрсем пулсан та аван, вĕсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.   «Хăрушлăхсăр хула» патшалăх программи чаплă пурнăҫланса пырать.  Республикăри мĕнпур хуласемпе районсенче видеосăнавсем ҫителĕклĕ таран вырнаҫтарни куҫкĕретех. Вырăнти халăх ҫак ыйтăва хапăл тусах йышăннă. Ҫынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче пĕтĕмпе 10 пин ытла видеосăнав вырнаҫтарнă, регионти Шалти ĕҫсен министерстви кулленех ҫивĕч тĕрĕслевре тытать. Автомашина ҫулĕсем ҫинче те сахал мар видеосăнавсем пур.  Ку енĕпе регионта «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци шайĕнче йышăннă программа анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать.

Кăҫал ҫак программăпа мероприятисене малалла тăсма Чăваш Ен 1461 млн тăкаклама палăртса хунă.

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ҫул-йĕр хăрушсăрлăхĕн Стратегине ҫирĕплетнине тепĕр хут аса илсе хăварнă регион Пуҫлăхĕ.  Стратегиллĕ ĕҫ хучĕ 2030-мĕш ҫулсем тĕлне автомашина ҫулĕсем ҫинче инкекре ҫынсем вилнĕ тĕслĕхсем пачах та пулмассине шантарать.

Чăваш Республикинче халăх ыранхи куна ĕненет, регионăн ҫитĕнĕвĕсемшĕн вĕсем мăнаҫланса пурăнни те куҫкĕретех.

 Калăпăр, республикăра нумай ачаллă ҫемьесен шучĕ ӳссе пырать, кăтарту 43 процент хăпарнă, 99 ҫын 100 ҫултан та иртнĕ, ҫемьесем уйрăлнă шучĕсене илес пулсан, чи пĕчĕк кăтартупа - ҫĕршывра эпир 8-мĕш вырăнта, Атăлҫи федераци округĕнче пĕрремĕш тăратпăр.  

«Ҫак пысăк ӳсĕмсене малашне те упраса хăварассишĕн ҫине тăрса пурсăмăрăн та тухăҫлă ĕҫлесе пымалла. Халăх тăнăҫлăха хисеплет», - тенĕ Михаил Игнатьев паянхи ларура.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти шалти ĕҫсен министерствинче вăй хуракансене хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланăшăн тав тунă, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани панăшăн мухтанă.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн докладĕнче 2017-мĕш ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Ҫулталăкĕпе лару-тăрăва ҫирĕп тĕрĕслевре тынине асăннă министр, республикăра вăрланă, вĕлернĕ, аркатнă тата ытти усал ĕҫсем тăвакансен шучĕ самай чакнине каланă, юлашки ҫулсенче автомашина ҫулĕсем ҫинче инкексенче ҫынсем вилнисен шутне самай чакарма май килнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Ӳсĕр халăх йĕрке пăснă тĕслĕхсем те сахалланнине ҫирĕплетнĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Пĕлтĕр ятарлă ыйтăм вĕсен служби йĕркеленĕ, кăтартусем ҫапларах: республикăра пурăнакансенчен 88 проценчĕ полици ĕҫченĕсене ĕненет, служба тивĕҫне пурнăҫлакансен ĕҫне 90 процента ҫити пысăка хурса хаклани курăнать.

«Ҫак ҫитĕнӳсем пĕтĕмпех пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине ҫирĕплетеҫҫĕ», - тесе сăмаха тăснă министр.   «Республика Пуҫлăхĕн витĕмлĕхĕпе, кăҫалхи ҫул валли патшалăх программисене пурнăҫа кĕртсе пыма Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснинче 232 млн пăхса хăварнă», - тенĕ министр, сăмаха май Чăваш Ен Пуҫлăхне куншăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Паян ларура 2018 ҫул валли лартнă тĕллевсемпе те паллаштарнă, приоритетлă ыйтусемпе тарăнрах ĕҫлеме чĕнсе каланă, уйрăмах ҫитес суйлав вăхăтĕнче тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юраманнине асăрхаттарнă.

РФ шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕ – статс-секретарĕ Игорь Зубов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин ĕҫне пысăка хурса хакланă, Тӑван ҫĕршывра лӑпкӑлӑхпа тӑнӑҫлӑха сыхласа упрас, саккунлӑхпа право йӗркине ҫирӗппӗн тытса пырас тӗлӗшпе тӑвакан ӗҫшĕн тав тунă.

Регионта йĕркеленĕ ыйтăма РФ шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕ чăнласах та пурсăмăршăн та ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, халăх хисеплени куҫкĕретех тенĕ. Тепĕр хут вăл та, Чӑваш Енре патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе право сыхлавӗн тытӑмӗсем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫленине ҫирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче, полици ĕҫченĕсен пысӑк ӑсталӑхĕ тата служба тивӗҫне чунтан парӑнса тӑни Чӑваш Енре пурӑнакансене яланах ырлӑх кӳнине асăннă.    

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский ытларах ҫынсемпе профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе пыма чĕнсе каланă, ҫула ҫитмен ҫамрăксем усал ĕҫ тăвассинчен сыхă тăмаллине,  вĕсемпе те тĕрлĕ ырă ĕҫсем патне ăнтăлма витĕм кӳрекен мероприятисем йĕркелесе пымаллине асăннă.   

Паян, яланхиллех пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисемпе чысланă.

Фоторепортаж



26 января 2018
16:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter