Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕпе Игорь Зубовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Главы Чувашии Михаила Игнатьева и статс-секретаря – заместителя Министра внутренних дел Российской Федерации Игоря Зубова Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕпе Игорь Зубовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Палăртнă тĕлпулăва Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕ, полицин генерал-майорĕ Сергей Неяскин хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, иртнĕ ҫул регионта Шалти ĕҫсен министерствинче ҫĕнĕ икĕ административлă ҫурт хута кайнине асăннă, полици тытăмĕнче вăй хуракансем валли чăнлсах та питĕ лайăх условисем пулнине каланă. Республикăри Шалти ĕҫсен министерствин пурлăхпа техника базине пуянлатма витĕм кӳнĕшĕн федерацин центрне тав тунă, кирек-епле ыйтăва та татса пама пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырланă. Право хуралĕнче тимлекенсем регионти мĕнпур ведомствăсемпе тачă ҫыхăнура тăнине кура, субъектра йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ ҫулсерен чакса пынине пĕлтернĕ. «Хăрушлăхсăр хула» программа Шупашкарта анлăн тухăҫлă пурнăҫа кĕрсе пыни те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Автомашина ҫулĕсем ҫинче инкексем пулнă тĕслĕхсем сахалланса пынине асăннă, ыйтупа регионта кулленех ĕҫленине палăртнă. Субъектра «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» патшалăх программи туллин пурнăҫа кĕрсе пынине каланă, ăна пула та, шăпах ҫулсем ҫинче инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ пĕчĕкленсе пырать тенĕ вăл.

Ертӳҫĕсем пĕр пухăннă пек чухне, регионта йĕрке пăсассинчен йĕркелесе ирттермелли мерăсем пирки сăмахланă. Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕ - статс-секретарĕ Игорь Зубов сăмаха малалла тăснă май, ҫапларах каланă: «Ăҫти регионсенче патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ, унта паллах кăтартусем аван, ĕҫлени куҫкĕретех. Регионсенче видеосăнавсем те кирлĕ пек мĕнпур вырăнсенче вырнаҫтарнă. Йĕрке пăсассинчен  нумай чухне ҫакă та чарать», - тенĕ.   

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем наркомани ыйтăвĕ пирки сăмах пуҫланă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тавра канашланă.  Ытларах чухне, наркăмăшланнисем йĕрке пăсни тарăн шухăшлаттарать тенĕ вĕсем, паянхи пурнăҫ таппинче ҫамрăксем хушшинче тĕрлĕ ыйтăмсем йĕркелемеллине, профилактика ĕҫне те кулленех туса пымаллине асăннă, тĕпчев ĕҫĕсене пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, кирлĕ пек мерăсене вăхăтра йышăнмаллине палăртнă. Ҫĕршыва халăх Украинăран ҫак усал наркăмăша илсе килес хăрушлăх пуррине асăннă. Кăтарту ку енĕпе аванах мар тесе хакланă Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕ.

Фоторепортаж



26 января 2018
11:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter