Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртнĕ

Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртнĕ.  Ăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Паян ларура «Чăваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пăхнă 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ ҫинчен» Чăваш Республикин Саккунне ҫĕнĕлĕхсем кĕртни пирки калакан проекта ырланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2018 ҫул валли йышăннă республика хыснин пĕтĕмĕшле тупăш пайĕ 3,3 млрд ӳсессине пĕлтернĕ.  Федераци енчен 2 млрд 791 млн куҫасси те куҫкĕретех, апла пулсан ӳсĕме кура пĕтĕмĕшле унăн калăпăшĕ 18 млрд 750 млн танлашĕ. Кăтарту малтанхинчен, 2017 ҫулхипе танлаштарсан 17,5 процент хăпарать.

Хамăр ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫсене вăхăтра тата туллин пурнăҫласа пынине кура, пире федераци бюджетĕнчен пулăшусем куҫарса пани куҫкĕретех. «Каялла тавăрса памалли мар укҫа уйăрни – хăйех пирĕн региона федераци центрĕ шаннине ҫирĕплетет. Апла пулсан эпир финанс ыйтăвĕпе пĕлсе тĕрĕс усă курни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ҫак питĕ пысăк ҫитĕнӳ», - тесе каланă субъект Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пĕрлештернĕ бюджетăн тупăш пайне ӳстерсе пыни – тăкак пайне те хăпартма май парать.  2018 ҫул валли палăртнă кăтарту вăтамран 4 млрд 551 млн тенкĕлĕх ӳсни сисĕнет.

Регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе лайăх ĕҫлесе пынине асăннă, мĕнпур ыйтусене пĕтĕмпех тивĕҫтенĕ тесе каланă вăл.  Социаллă тăкаксен пайĕ 2017-мĕш ҫулхичен   9 процента ҫити ытларах  кăҫал ӳсет, 12,7 млрд танлашать.   

Региона хушма пулăшусем явăҫтарни – Муркаш, Етĕрне, Патăрьел районĕсенче объектсене хута яма витĕм кӳрĕҫ, вĕсене валли 271,5 млн палăртса хунă. Пĕтĕмĕшле вĕренӳ пайне 1,26 млрд уйăрнă, 2017-мĕш ҫулхинчен 38 процент чылайтарах.

Канаш монохулан проектне 757 млн республика хыснинчен пăхса хăварнă. Хулари инфратытăма ҫĕнетме Монохуласене аталантарассипе тимлекен фонд хушшинче килĕшĕве те алă пуснă, тăкаксене саплаштарма хушса тӳлемелли пирки ĕҫ хутне йышăнса хăварнă. Маларах кăлтăксем сиксе тухнине кура, пулăшăва чарса лартасси пирки йышăннă, каярах раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Фондăн Сăнав канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Ун чухне шăпах та ҫак ĕҫе малалла тăсмалли пирки килĕшнĕ.  

Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕн калăпăшĕ кăҫалхи ҫул 5 млрд ытла пуласси паллă.

Инвестици пĕлтерĕшлĕ проектсене тепĕр хут пăхса тухнине кура, бюджетăн тăкаксен пайне ӳстерме май килнĕ, ăна пула культура пайĕ 469,5 млн ӳсет, вăл шутран туризма аталантарма – 243,9 млн, ялсенче клубсем ҫĕклесе лартма – 65,2 млн пăхса хăварнă.  

Ҫак ĕҫсемсĕр пуҫне социаллă сферăри пурлăхпа техника базине пуянлатма укҫа-тенкĕ уйăрасси те куҫкĕретех.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫакă кăҫалхи бюджета кĕртнĕ пĕрремĕш тӳрлетӳ пулнине асăннă.  Ҫулталăк тăршĕпе тата та ытти пулăшусем республика хыснине куҫма пултарассине шанса каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче республика хыснине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, бюджетăн тупăш пайĕ 46 млрд 268,7 млн пулассине асăннă, тăкаксен пайĕ 47 млрд 509 млн ҫитессине пĕлтернĕ.  Кăҫал республика бюджечĕн дефицит пайĕ 1 млрд 240 млн пуласси те паллă тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырăва пурнăҫа кĕртсе пырассипе пăхса хăварнă Комплекслă плана анлăн тишкернĕ.  Йышăнăвăн проектне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тăратнă. Комплекслă планра регионта социаллă сферăна аталантарас ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрнă, вĕренӳ, культура, сывлăх сыхлавĕпе спорт малти вырăна тухса тăраҫҫĕ.  Субъектăн инвестици климатне лайăхлатса пырассипе те ыйтусене плана кĕртсе хăварнă.   Республикăра ядерлă медицина хута ярасси те кун йĕркинчех тăмалла, 25 ФАП ял тăрăхĕсенче ҫĕклесе лартмалла, хулара нумай профиллĕ медицина центрне пурнăҫа кĕртесси те Комплекслă планра пур. Автомашина ҫулĕсем ҫинче инкек тӳснисене пулăшу куҫарса парасси, медицина пайĕнчи инфратытăма ҫĕнетесси, аслă ҫулсенчи ҫынсене вăхăтра медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтересси, сиплев учрежденийĕсенче тимлекенсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пырассипе ҫыхăннă мероприятисене те пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Чи кирли халăхăн сывлăхне упраса хăварасси.

Вĕренӳ пайне ҫĕнетес тесе, шкулсем, ача сачĕсем хута яма палăртса хунă. Вĕренӳ учрежденийĕсене реконструкцилесси те кун йĕркинчех тăмалла. Шупашкарти кадетсен шкулне хăпартса лартасси, «Ҫĕнĕ хула», «Волжский-3», «Соляное» микрорайонсенче тĕрлĕ объектсем хута ярасси те паланра пур.  Ҫак микрорайонсенче ача сачĕсене хăпартса лартма плана кĕртсе хăварнă.  Ҫамрăксем хушшинче предпринимательлĕх тытăмĕ вăй илтĕр тесе, вĕсене валли тĕрлĕ условисем йĕркелесси те кун йĕркинчех. «Ăслăлăха - шкула» текен проект вăй илсех пырать. Кăҫал Раҫҫей Федерацинче Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ теме йышăннă, ăна пула Чăваш Енре те сахал мар мероприятисем плана кĕртсе хăварнă. Ачасемпе ҫул ҫитменнисене пысӑк технологисемпе тата ин­­новацисемпе кӑсӑклантарма хавхалантарни те пӗлте­рӗшлӗ. Ҫӗнӗ технологисен тытӑмӗн условийӗсенче экономикӑн наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ ҫул-йӗрӗсем валли пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем  ҫит­менни ҫивӗчрен те ҫивӗч ыйту пек палӑрать. Ҫавна май чӑн ма­лтанах шкул вӗренӗвӗн ҫӗнелсе улшӑнмалла, ҫав шутра ҫут ҫан­талӑк ӑс­лӑ­лӑхӗсем енӗпе те.

Кӑҫал Раҫҫейре спорт тӗнчинчи чи паллӑ пулӑм – тӗнчери футбол чемпионачӗ пулать. Шупашкарта ҫавна май «Спартак» тата «Олимпийский» стадионсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ пурнӑҫланать. Пирӗн тӗл­ле­в – спортра тата туризм енӗпе усӑ куракан мӗн пур ин­фратытӑм объектнех палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне хатӗрлесе ҫитерессине тивӗҫтерес­си тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Ҫав тӗнчери чи ҫӳллӗ стандартсене тивӗҫтерекен спорт сооруже­ни­йӗсемпе ка­ярах республикӑ­ра пурӑнакансен интересӗсемшӗн усӑ курӗҫ.

Чӑваш Республикин тӗнче шайӗнчи ят-сумӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Пирӗн предприятисен ҫитӗнӗвӗсене чикӗ леш енчи компанисем пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Ӗҫтеш-ҫӗршывсен шучӗ ҫирӗппӗн ху­шӑнса пырать, ку питӗ чаплă.

2018 ҫула Раҫҫей тата Япони ҫӗршывӗсен ылмаш ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне нумаях пулмасть 2018–2019-мĕш ҫул­сен­че Раҫ­­ҫей тата Китай ҫӗр­шывӗсен регионсен хушшинче килӗштерсе ӗҫ­лемелли ҫулӗсене ирттересси ҫинчен калакан йышӑ­нӑва ҫирӗп­летнӗ. Икӗ енлӗ туслӑ хутшӑнусене ан­лӑ­­латма ҫул уҫакан лайӑх майсемпе мӗн пур сферӑрах ӑнӑҫлӑ усӑ курмалла тенĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче. Хамӑрӑн производствӑна, чӑн малтанах, пысӑк технологиллӗ, ку чухнехи, конкуренцие юрӑхлӑ тата питех те кирлӗ таварсем туса кӑ­ларма палӑртакан производствӑна, аталантармалли ҫул-йӗре ма­лалла тӑсмаллине те асăнса хăварнă вăл сăмаха тăсса.

2017 ҫул Раҫҫейре Экологи ҫулталӑкӗн паллипе иртрӗ. Чӑваш Енре «Таса ҫӗршыв» тата «Атӑла сыватасси» евӗр проектсем старт илчӗҫ.

Кӑҫал Шупашкар хулинчи коммуналлӑ хытӑ каяшсен хупӑ, санк­циленӗ ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртмелли техника тапхӑрӗ вӗҫле­нет. Ҫав тӗллевсем валли укҫа-тенкĕ уйăрма па­лӑртнӑ. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн, вырӑнти хӑй тытӑм­лӑх органӗсен умне коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухмалли тата вӗ­сене ӗҫе ямалли хупӑ цикллӑ, каяшсене чавса чикмелли калӑ­пӑш­сене ҫулсерен чакарассине тата вӗсене тир­пей­ле­мелли калӑпӑш­се­не ӳстерессине ти­­вӗҫтерекен ты­тӑм туса хумалли тĕллев те Комплекслă планра пур. Коммуналлӑ хытӑ каяшсене уйӑрса пуҫтарассине йӗркелемелле. Ҫакӑ экологин ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас енӗпе палӑрмаллах мала иртме май парать. Халӑха шывсен япӑх витӗмӗнчен хӳтӗлес тӗллевпе пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти биологи мелӗпе тасатакан сооруженисен виҫҫӗ­мӗш че­ретне тума тытӑннӑ.

Михаил Игнатьев ҫак тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе мĕнпур шайри влаҫра ĕҫлекенсен пĕр-пĕринпе яланах килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине чĕнсе каланă  вăл ыйтусене уҫăмлатнă май.



29 января 2018
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter