Канашлăва пухăннисем республикăн адреслă инвестици программисемпе епле ĕҫлесе пыни пирки анлăн сӳтсе явнă

Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна  республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ĕҫе пухăннисем республикăн адреслă инвестици программисемпе епле ĕҫлесе пыни пирки анлăн сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче 2017-мĕш ҫулта регионта инвестициллĕ программăсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе объектсене хута яма пĕтĕмпе 5665,7 млн тăкакланине пĕлтернĕ.  

Программăсемпе килĕшӳллĕн, «Садовый» микрорайонта ҫĕнĕ ача садне, Ҫĕрпӳ хулинче 1000 ачана вырнаҫтармаллăх пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул  тата Шупашкарта Р. Люксембург урамĕнче  те шкул ҫĕкленĕ. «Ҫĕнĕ хула» микрорайон ҫывăхĕнче ҫав тери чаплă ҫул сарнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче 1-мĕш №-лĕ гимнази, Канаш хулинче «КанТЭТ» ГАПОУ общежитине тата вĕренӳ корпусĕнчи инженери сечĕсене тĕпрен юсанă.  

Кунсăр пуҫне регионта 26 ФАП уҫнă, культура ҫуртне - 5, Канашра стадион хута янă, Патăрьелĕнче, Шупашкар хулинче те объектсем сахал мар уҫнă.  

Канашлăва паян пухăннисем бюджет укҫи-тенкипе вăхăтра усă курманни пирки ыйтăва хускатнă. Графикпа килĕшӳллĕн ĕҫсене пурнăҫласа пыманнишĕн, Ҫĕмĕрле районĕнче «КСО «Красночетайская» ТМЯО килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне пăрахăҫланă. Фирма паянхи куна тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлеменнисен шутĕнче тăрать.

Кун пек ырă мар тĕслĕх Шупашкар районĕнче те пулнă.  «Ясна» этнокомплексăн транспорт инфратытăмăн объекчĕсене  тата Шупашкарти «Амазония» объектра «СК «Гарант» ТМЯО контракта пăрахăҫланă. Чăваш Республикин Культура министерствине судсен процессне тăсса янăшăн критиклесе илнĕ республика влаҫĕ.  

Тата тепĕр тесен, нумай чухне проектсене хатĕрлекенсем те хăйсен ĕҫне кирлĕ пек пурнăҫламанни куҫкĕретех, вĕсене пула та чăрмавсем сиксе тухаҫҫĕ. Кăлтăксем сиксе тухнă объектсем: «Волжский-3» микрорайонти шкул  (унăн проектне тăвакан организаци «Стройпроект Холдинг» ТМЯО),   «СДЮШОР № 2» БОУ ДОД  реконструкци тумалли ĕҫĕн проекне «Инженер» НПП хатĕрленĕ, Пăрачкав салинче стадион сармалли проекта «Волгапромпроект» ТМЯО пурнăҫланă, Шупашкар районĕнчи  «Чебоксары – Сурское – Кшауши – Студгородок» автомашина ҫулне реконструкцилемелли проекта ИП Ельцов А.В. тунă, Канашри «Аниш» автоҫула сарма «Севарпроект» ТМЯО хатĕрленĕ.   Пахалăхĕ ҫак организацисен айван пулни каламасăрах паллă.

2017-мĕш ҫулта пурĕ 26 организацине шута илнĕ, япăх ĕҫлекеннисем тесе палăртнă. Вĕсемсĕр пуҫне тата  хăй тĕллĕн ĕҫлекен 9 предпринимателе тупса палăртнă.

Паянхи кун тĕлне пурĕ тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлеменнисем тесе 40 организацине реестра кĕртнĕ, кунсăр пуҫне хăй тĕллĕн ĕҫлекен 12 предпринимателе шута илнĕ.

Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче 2018 ҫулта инвестици программисемпе объектсене хута яма 5,5 млрд тенкĕ пăхса хăварнине асăннă, 46 объекта ҫĕклесе лартма плана кĕртнĕ тенĕ вăл.  Республикăра кадетсен шкулне хăпартасси, «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта, «Соляное» микрорайонта ача сачĕсене хута яма плана кĕртнĕ, Патăрьел салинче пуҫламăш шкула реконструкцилеме палăртнă,  Муркаш районĕнче спортзала юсама, Етĕрне хулинче пуҫламăш шкула хăпартма пăхса хăварнă.  Кунсăр пуҫне культура ҫурчĕсене, Мускав кĕперне тĕпрен юсаса хута яма тата та ытти нумай объектсене плана кĕртнĕ. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх тата муниципалитет заказĕсене хатĕрленĕ чухне ĕҫ хучĕсен пахалăх шайĕ пысăк пулмаллине асăрхаттарса хăварнă. Конкурс валли документсене лайăх хатĕрлеме чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ. «Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – палăртнă социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене вăхăтра хута ярасси», - тенĕ вăл.

Кĕркуннехи тапхăрпа яшсене ҫара ăсатнин кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тĕплĕн каласа кăтартнă.  Ҫар ретне пĕтĕмпе Чăваш Республикинчен 2017-мĕш ҫулта 1321 ҫынна ăсатнă. Ыйтăва туллин пурнăҫланине пĕлтернĕ министр. Ҫар ретне тăракансем хушшинче, аслă шкулсем пĕтернисем чылай пулнине каланă министр сăмаха малалла тăсса.  Калăпăр, 1321 ҫынран 304-шĕ аслă шкултан тухнисем, чи пахи тата ҫитĕнекен ҫамрăксем сывă пулни, ҫара тăма юрăхлă тенĕ вăл.  Тарса ҫӳрекеннисем, салтака каяс мар тесе вăрттăн пытаннисем сахал, апла пулсан, ҫитĕнекен ăру ҫар ретне хĕсметре тăмаллине лайăх ăнланать.

Чăваш Енри ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин кулленех ҫамрăксемпе профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе пынине пĕлтернĕ, Прокуратура, Шалти ĕҫсен министерстви, Сывлăх сыхлавĕн министерстви хушшинче тачă ҫыхăну пулнине те асăннă вăл сăмаха тăсса.  Сăмаха май, ертӳҫĕ Канашри военкоматăн пурлăхпа техника базине ҫĕнетсен аван пулнă пулĕччĕ тенĕ. Кун пирки Раҫҫей Оборона министерствине ыйтса ҫырассине пĕлтернĕ вăл.

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта Чапаев скверĕнче митинг иртнĕ. Право хуралĕнче тимлекенсем саккунпа килĕшӳллĕн йĕрке тунă, обществăра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтернĕшĕн Шалти ĕҫсен министерствин ертӳҫине тав тунă регион Пуҫлăхĕ. 



29 января 2018
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter