"Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пымалла", - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе ирттернĕ видеоканашлăва уҫнă май

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел видеоконференцию с главами администраций районов и городовСоциаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пымалла.  Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе ирттернĕ видеоканашлăва ҫак сăмахсенчен шăпах та пуҫланă.  Паян муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче кулленех шкулсем, культура ҫурчĕсем, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем ҫĕкленсе пынине асăннă вăл сăмаха тăснă май.

 Объектсене хăпартса лартма пĕр-пекрех проектсем йĕркелени – финанс тĕлĕшĕнчен укҫа-тенкĕне перекетлеме май панине тата вăхăт на нумай тăсăлманнине каланă регион Пуҫлăхĕ.

Федераци центрĕ хăй енчен шкулсем, ача сачĕсем хăпартса лартассин ыйтăвĕсене ҫирĕп тĕрĕслевре тытать тенĕ республика Пуҫлăхĕ сăмаха тăсса. Федераци енчен пулăшăва тивĕҫес тесен, пĕр пек проектсемпе усă курни вырăнлă тата ăна ҫитменнине Раҫҫей Федерацийĕн Вĕренӳпе наука министерстви, Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерстви те ырлать.  «Проектсенче час-часах тĕл пулакан ҫитменлĕхсене те тупса палăртнă ĕнтĕ. Ҫакă ĕҫсене пĕтĕмпех вăхăтра пурнăҫлама витĕм кӳрет.  Кун пек чухне экспертиза витĕр кăларма та меллĕ пуласси куҫкĕретех», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче тата ҫакна та палăртнă, строительство ĕҫĕн тапхăрĕнче проект ĕҫ хучĕсен технический йышăну тунисем пулманни сисĕнет, вĕсене шута илменни те курăнать тенĕ, ăна пула нумай чухне проектсене тепĕр хут пăхса тухса ҫĕнĕлĕхсем кĕртме тивет.  Строительство ĕҫĕ чарăнать, шăпах та кун чухне вара объектсене вăхăтра пурнăҫлайман хăрушлăх сиксе тухма пултарать тесе ҫирĕппĕн каланă республика Пуҫлăхĕ.  Тĕслĕх вырăнне Шупашкарти Ленин проспектĕнчи  нумай функциллĕ сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ пирки каласа кăтартнă.  Палăртса хăвармалла, хальхи вăхăтра  кăлтăксене пĕтернĕ строительство графикпа килĕшӳллĕн пулса пырать.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хула тата район администрацийĕсен пуҫлăхĕсене вырăнта социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма пĕр-пекрех проектсемпе ĕҫлеме, чи тухăҫлисемпе усă курма чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче, паянхи пурнăҫра ытларах муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче пĕр пек проектсемпе усă курманнине асăннă.  Тĕслĕхрен, Етĕрне районĕнче шкул ҫумĕнчи объекта хăпартса лартма, проект ҫав тери хаклă хака кайса ларнине пĕлтернĕ вăл.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ федерацин нормисене ҫирĕп пăхăнма сĕннĕ, вĕсемпе регион шайĕнче те тĕпе хурса ĕҫлеме каланă. «Строительство ĕҫĕсене пурнăҫлама эпир республика хыснинчен тăкакланатпăр.  Ятарлă министерствăсен объектсемшĕн явап тытмалла.  Пирĕн вара графикран юлса объектсене хута ярассинчен ҫирĕп тĕрĕслемелле",  - тесе каланă вăл.

Канашлăва пухăннисем ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнчи ҫитменлĕхсем пирки те чарăнса тăнă.  Регион Ертӳҫи пулса иртнĕ инкексем ҫинчен калаҫнă, хăш муниципалитетсенче ҫак ыйтусемпе япăхрах ĕҫлесе пынисене асăнса хăварнă.

Кĕркуннехи, хĕллехи тапхăрсенче  кăҫал пĕлтĕрхи ҫак тапхăртисемпе танлаштарсан, чылайрах инкек пулнисене шута илнĕ, кăтарту 39,8 процент хăпарни сисĕнет. Аварисем пулнă 172 тĕслĕхе тупса палăртнă. Вăхăтлăха 1538 ҫуртра ĕҫсене чарса лартнă, 40 социаллă объект пăтăрмахсем тӳснĕ.   Ыйтусемпе япăх ĕҫлекеннисем – Шупашкар, Канаш хулисем тата  Сĕнтĕрвăрри районĕ.  Ҫак муниципалитетсенче инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕсем ыттисенчен нумайрах пулни сисĕнет.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев  хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетсенче ертӳҫĕсем ҫак ыйтусем ҫине тимлĕх уйăрманнине, ытларах чухне ЖКХ тытăмĕнче тимлекенсем асапланнине каланă. Тĕслĕхрен, Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă кăлтăка муниципалитет пĕрлешĕвĕн ертӳҫи хутшăнманни курăнать, ăна пула авари пулнă тĕслĕхе вăраха тăсса сирсе яма май килнине пĕлтернĕ вăл сăмаха тăснă май.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацийĕн командин ĕҫне те хурланă.  Вĕсем «Коммуналлă технологи» предприятипе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне вăраха тăсса пăрахăҫлани сисĕннине пĕлтернĕ.  Канаш, Сĕнтĕрвăрри ертӳлĕхĕсене коммуналлă инфраструктура пайĕнче хутса ăшăтмалли тапхăра туллин тивĕҫтерессипе ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă. Ытти ҫулсенчи пăтăрмахсене шута илсе, малаллахи ĕҫсене тарăнрах пурнăҫлама чĕнсе каланă.  

Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн ертӳҫи Виктор Кочетков аварисем ытларах сетьсем юрăхсăра тухнипе ҫыхăннă тесе сăлтавланă. Хутса ăшăтмалли котельнăйсене тĕпрен юсама вырăнти бюджетсенче укҫа-тенкĕ те ҫителĕксĕр пăхса хăварни куҫкĕретех тенĕ вăл хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.  

«Управляющий компанийĕсен ĕҫ пахалăх шайне пирĕн ӳстерессишĕн ҫине тăрса ĕҫлемелле.  ЖКХ тытăмĕ те кирлĕ пек аталанса пытăр тесе тăрăшмалла. Пирĕнтен кашнин лайăх ăнланмалла, енчен те ҫак службăра тимлекенсем хăйсен ĕҫĕсене яваплăха туйса пурнăҫласа пымасан, халăх инкек курма пултарать.  Ҫуртсем шывсăр, ăшăсăр е тата ҫутăсăр тăрса юлĕҫ», - тесе ҫирĕп асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем газшăн пухăнса кайнă парăмсем пирки те сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина   2017 ҫулта  бюджетсенче харпăр хăй тупăшĕ ӳснине, 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 4,3 процент хăпарнине асăннă.  Пур-пĕрех республикăра 12 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче харпăр хăй тупăшĕ пĕчĕкленнине палăртнă.  2016 ҫулхипе танлаштарсан кăтартусем сахалланнине пĕлтернĕ.  Кăтарту ҫак хуласемпе районсенче япăхтарах. Вĕсем: Етĕрне, Пăрачкав районĕсенче тата Ҫĕмĕрле хулинче.  

2018-мĕш ҫулта муниципалитетсенче харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пыма Чăваш Республикин Финанс министерстви килĕшӳ хучĕсене те алă пусса ҫирĕплетнĕ, анчах та регионти 4 муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсенче (Элĕкре, Йĕпреҫре, Ҫĕрпӳре тата Ҫĕнĕ Шупашкарта)  бюджетăн харпăр хăй тупăш пайне пĕчĕклетсе йышăнса хăварнă, пĕлтĕрхи виҫепе пăхса тухнă.

Республика Пуҫлăхĕ бюджетсен тупăш пайне пĕчĕклетсе пыма нимĕнле сăлтав та пулманнине каланă. Муниципалитетсен ертӳҫисене вырăнти ресурссемпе туллин усă курма, районсемпе хуласен бюджечĕн тупăш пайне ӳстерессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă.  Бюджет сферинче ĕҫлекенсен шалу укҫийĕ пирки те сăмахланă, вĕсене валли бюджетра укҫа-тенкĕ пăхса хăвармаллине асăннă.  

Раҫҫей Федерацийĕн Ĕҫлев министерстви субъектсем умне ĕҫ укҫин ыйтăвĕсемпе анлăрах ĕҫлеме тĕллев лартать. Уйрăмах предприятисемпе организацисенче ҫак ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслевре тытма сĕнет.

Чăваш Республикинче 2018 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан учрежденийĕсенче вăй хуракансен шалу укҫин виҫи вăтамран 24040 тенкĕпе танлашмалла. Ача сачĕсенче ĕҫлекен воспитательсен вара ҫак виҫе  22381,2 ҫитĕ, шкулсенче хушма пĕлӳ паракан учрежденийĕсенче тăрăшакансен ĕҫ укҫин виҫи - 24424,6 , культура пайĕнче тимлекенсен  24040 тенкĕ пуласси паллă.

Светлана Енилина шалу укҫин виҫи ӳснине кура, вĕсен пурнăҫлакан ĕҫсен пахалăх шайĕ те пысăк пулмаллине асăрхаттарнă.  

2018 ҫулта сахал укҫа илнисен шалу укҫи ӳсет.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, чи пĕчĕк вăтам ĕҫ укҫин виҫи 2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа 11163 тенкĕ пуласси паллă, апла пулсан кăтарту 2017 ҫулхипе танлаштарсан 43 процент хăпарни курăнать.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ҫак ыйтупа кашнин хăйсен тĕллĕн ĕҫлемелле. 2018 ҫулта кăрлач-нарăс уйăхĕсенче бюджет сферинче тăрăшакансен ĕҫ укҫин виҫине вăтам ĕҫ стажне пăхса йышăнмалла, Чăваш Республикинче ҫулталăк валли йышăннă вăтам кăтартăва та шута илсе тăрăшмалла.  

Чăваш Енри Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова хăйĕн докладĕнче муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче бюджет укҫи-тенкипе епле усă курни ҫинчен каласа хăварнă.  Тухăҫлă ĕҫленипе ĕҫлеменни пирки чарăнса тăнă.  Пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен халăха куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес ыйтупа епле ĕҫлесе пынипе паллаштарнă.  2013–2017-мĕш ҫулсенче патшалăх программин  I–IV-мĕш тапхăрĕпе ĕҫе муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче пурнăҫласа пыни ҫинчен паллаштарса хăварнă.

«Тĕрĕслев программа тухăҫлă ĕҫленине ҫирĕплетет.  Ыйтăва 100 процента ҫити туллин тивĕҫтернĕ, кăлтăксем ҫук», - тесе каланă вăл.  

Ҫаплах хваттерсене куҫманнисем те пур-ха. Вĕсене имĕш район, е хваттерсен этажĕ килĕшмест. Ҫаксем пачах та ăнланмалла мар тĕслĕхсем, халăх валли чаплă условисем йĕркелеҫҫĕ, вĕсем вара хăйсем килĕшменни пирки тепре чухне ăнлантараҫҫĕ.   

Чăваш Республикин строительство министерствине ҫирĕпрех ĕҫлеме чĕнсе каланă канашлура ертӳҫĕсем, республикăри адреслă программăпа ыйтăва вĕҫне-хĕрне ҫитерме хушнă.

«Ҫак ыйтусене ҫулталăкĕпех уҫă тытма юрамасть.  Енчен те ҫынсем хваттерсене куҫасшăн мар пулсан, апла вĕсен урăх хваттерсем пурри те куҫкĕретех. Комисси членĕсен вырăна тухса тĕрĕслемелле, енчен те чăннипех ҫапла, вĕсен хваттер пур, нушаланса пурăнмаҫҫĕ пулсан,  черете тăни пирки калакан ĕҫ хучĕсене пăрахăҫласан та йăнăш пулмĕ», - тесе пĕтĕмлетнĕ ыйтăва канашлăва пухнисем.

Фоторепортаж



29 января 2018
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter