Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев право йĕркипе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ

Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев право йĕркипе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе право хуралĕсенче вăй хуракансем хушшинче пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесси кирлĕ пек шайра пулса пынине асăннă. Кăрлач уйăхĕнче Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви, Прокуратура, Раҫҫей Наци гвардийĕн службисенче тимлекенсем 2018-мĕш ҫул валли плансене пăхса тухнă, тĕллевсене сӳтсе явнă.

Сăмаха май,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕнче «Чăваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пăхнă 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ ҫинчен» Чăваш Республикин Саккунне ҫĕнĕлĕхсем кĕртни пирки калакан проекта ырланине асăнса хăварнă субъект Пуҫлăхĕ. «Республика хыснинче обществăра хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе йĕркелесе ирттерме палăртнă мероприятисем валли республика хыснинче сахал мар укҫа-тенкĕ пăхса хăваратпăр. Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри - тăнăҫлă пурнăҫа упраса хăварасси. Граждансен влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсене шанмалла, ĕненмелле», - тенĕ вăл. «Хăрушлăхсăр хула» АПК малалла та ҫирĕппĕн аталанса пырать.  Полици ĕҫченĕсем валли хăтлă условисем йĕркеленеҫҫĕ, халăх дружинисен юхăмĕ анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2017-мĕш ҫулта йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 7,5 процента ҫити сахалланнине асăннă.  Йывăр преступлени тунисен шучĕ нумайланни сисĕнет. Кун пек кăтарту Раҫҫейри 30 субъектра паллă.  Ӳсĕрле йĕрке пăснă тĕслĕхсем чылайланни курăнать. Наркăмăша ĕҫсе алхасакансем те хальлĕхе пур-ха.  Раҫҫей Федерацийĕн Шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕ – статс-секретарĕ Игорь Зубов  Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин анлă коллегийĕнче, Украинăран Раҫҫейе наркотика илсе килес хăрушлăх пуррине палăртнă.   

Михаил Игнатьев йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Уйрăм асар-писер ҫынсем усал хыпарсене интернет-технологийĕсемпе усă курма пăхасшăн. Ҫитĕнекен ăрупа час-часах профилактика ĕҫне йĕркелемелле, вĕсене усал ĕҫсем тăвассинчен асăрхасах тăмалла.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа – Чăваш Республикинче право йĕркипе тивĕҫтерессипе пурнăҫланă ĕҫ кăтартăвĕсем ҫинчен Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Александр Смирнов тĕплĕн каласа кăтартнă, кăҫалхи ҫул валли лартнă тĕллевсемпе  паллаштарнă.

Пурĕ Чăваш Енре 2017-мĕш ҫулта 12 794 йĕрке пăснă тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенчен 70 процентне уҫса пама май килнĕ.  Кăтарту Раҫҫей шайĕпе пăхас пулсан япăхах мар, Атăлҫи федераци округĕнче ҫак виҫе (58,8 процентпа танлашнă).  Ҫын вĕлернисене тупса палăртассипе те кăтарту ҫӳллĕ шайра. Пĕр сăмахпа каласан, регионта йĕрке пăсакансене вăхăтра тупса палăртни куҫкĕретех, апла пулсан право хуралĕнче тимлекенсем хăйсене шанса панă ĕҫсене туллин пурнăҫлани курăнать.  

Бюджет укҫипе епле усă курнин ыйтăвĕ те кун йĕркинчех тăнă.  Право хуралĕнче тăрăшакансем пĕтĕмпе ку енĕпе йĕрке пăснă 80 тĕслĕхе тупса палăртнă, тăкак 28 млн танлашнине пĕлтернĕ.

Александр Смирнов хăйĕн сăмахĕнче хушма мерăсем йышăнмалли пирки те чарăнса тăнă. Ӳсĕрле халăх ытларах йĕрке пăсма хăять.  Ҫак усал ĕҫсене тата ҫитменнине ҫамрăксене те явăҫтарма пикенеҫҫĕ.  Тепре чухне ҫамрăксем наркăмăша халăх хушшинче сутни сисĕнет. Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илмеллине каланă канашлу ĕҫне пухăннисем.

Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Александр Мигушов хăйĕн сăмахĕнче 2017-мĕш ҫулта регионта уголовлă майпа 1980 ĕҫ пуҫарнине пĕлтернĕ, вĕсенчен 1167-шĕпе йĕрке туса пĕтернине, кăтарту 2016-мĕш ҫулхинчен чылай пысăк тесе хакланă.  Йĕрке пăснă тĕслĕхсенчен 84 процентне уголовлă майпа ĕҫ пуҫарса суда та тăратма май килнине асăннă ертӳҫĕ.

Ларура ертӳҫĕсем Ҫĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсен докладне итленĕ.  Ҫамрăксем хушшинче профилактика ĕҫĕсене епле пурнăҫласа пынин кăтартăвĕсене пăхса тухнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăх хушшинче ытларах профилактика ĕҫĕсене йĕркелемеллине, ҫынсене ырă ĕҫсем тума вĕренсе пымаллине чĕнсе каланă. Ăнлантару ĕҫĕсене те час-часах ирттерме каланă.  Каҫ кӳлĕм кафесенче кальянсем туртнă тĕслĕхсем те пулкалаҫҫĕ.  Ку енĕпе хушма мерăсене ҫирĕп йышăнмаллине асăрхаттарнă. «Бизнесăн хулара тăнăҫлăх хуҫалантăр тесе тăрăшмалла», - тесе палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  Ҫĕрĕпе лавккасенче эрех-сăра сутакансем те пулкалаҫҫĕ-ха.  Ку ыйтăва та куҫран вĕҫертме юраманнине ҫирĕп каланă субъект Пуҫлăхĕ.  

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем ҫывхарса килекен РФ Президентне суйламалли кун ҫитессине асăннă, ун чухне уйрăмах халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси кун йĕркинче анлăн тăмаллине тепĕр хут палăртса хăварнă, хатĕрленӳ ĕҫĕсене кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пымаллине те асăрхаттарнă.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствинче пуҫлăхĕн ҫумĕ пулса тăрăшакан Александр Макаров хăйĕн сăмахĕнче мĕнпур ĕҫсем графикпа килĕшӳллĕн пулса пынине палăртнă, план тăрăх суйлав вăхăтĕнче, 2018 ҫулта  пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче, пурĕ 3,3 пин полици ĕҫченне явăҫтарма палăртса хунине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков хăйĕн докладĕнче, 2018-мĕш ҫулта пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче, пĕтĕмпе 1 177 суйлав участокĕсенче комиссисем ĕҫлессине палăртнă, вĕсенче 8 пин ытла  комисси членĕсен сасă пама ирĕк пур тесе шутланнине асăннă.   Суйлавра сăнаса тăракансем те чылайăн пулĕҫ, кăтарту 4 пинрен кая мар тенĕ вăл.  Пысăк сасăлав участокĕсенче, енчен те халăх шучĕ 1 пинрен те иртсе каять пулсан, унта видеосăнавсем те вырнаҫтарасси паллă тенĕ вăл сăмаха тăсса, Интернет ярăмĕнче онлайн мелĕпе курса сăнаса ларма та пулĕ.  

Чи пысăк пĕлтерĕшли – халăха суйлава кайма условисем йĕркелесе тăратасси пулнине асăннă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Координаци канашлăвĕн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ хыҫҫăн, Чăваш Енри ҫынсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Надежда Прокопьева тата Чăваш Республикинчи Общество палатин председателĕ Алексей Судленков журналистсемпе уҫă калаҫу йĕркеленĕ.  Усал акцисене ҫамрăксене явăҫтарассинчен кулленех сыхă тăмаллине, вĕсене ырă ĕҫ тума ытларах кӳлĕнтермеллине асăннă ертӳҫĕсем тĕлпулăва пухăннă май.

Тĕслĕхрен, кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта В.И.Чапаев скверĕ умĕнче иртнĕ хирĕҫле акцире ҫамрăксем те пулнă.  Кун пек пачах та пулмалла мар.  «Ашшĕ-амăшĕсен, Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствин ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть. Ачасем усал ĕҫ тăвассинчен асăрхасах тăмалла. Йĕрке пăсасси те кун пек чухне часах. Право хуралĕнче тăрăшакансем вара никама та шеллемĕҫ, вĕсем яланах саккунсемпе килĕшӳллĕн явап тыттарĕҫ», - тесе асăрхаттарнă Надежда Прокопьева.  

Чăваш Республикинчи Общество палатин председателĕ Алексей Судленков палăртнă тăрăх, хирĕҫле акцисене, политика ĕҫне ҫамрăксене явăҫтарни вырăнлă мар тесе хакланă, саккуна пăсни шутланать тенĕ. «Вĕрентекенсем кирек-епле пулсан та, никамăн та саккунсене пăсма ирĕк ҫук.  Ҫула ҫитмен ҫамрăксемшĕн ашшĕ-амăшĕсен явап тытма тивет.  Ҫавăнпа та кашнин хăйсен ачисем ăҫта ҫӳренине лайăх пĕлсе тăмалла», - тесе асăрхаттарнă вăл.

Алексей Судленков Чăваш Енри ҫамрăксене ҫапларах чĕнсе каланă: «Енчен те сирĕн сасăлама ҫул ҫитнĕ пулсан, кай сасăлав участокне, хăвна килĕшекеннишĕн сассуна пар! Бюллетенре паллă ларт. Асар-писер кăшкăрса халăх хушшинче ҫӳреме ирĕк никамăн та ҫук. Ыттисене чăрмав ан кӳрĕр, хăвăрăн усал ĕҫ хыҫҫăн ертсе кайма ан хăтланăр», - тенĕ ертӳҫĕ.    

Фоторепортаж



30 января 2018
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter