Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне пуҫарса янăранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă

Чувашский государственный академический драматический театр им. К.В. Иванова отметил 100-летний юбилейЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне пуҫарса янăранпа  100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă.

Торжествăлла лару-тăрăва  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн председателĕ Николай Угаслов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă.

Театр ăстисем ҫак кун  нумай ăшă саламсем йышăннă.

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хăйĕн саламĕнче ҫапларах ҫырнă: «К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ – республикăн чăн-чăн культура центрĕ шутланать.  Кунта хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан тĕрлĕ спектакльсем калăплаҫҫĕ.  Кашни сăнарта наци культурин кăмăл-туйăмĕ, йăли-йĕрки тарăн палăрать. Тĕрлĕ ăрусен хушшиче ҫак театр тĕлĕнмелле чаплă хăйĕн ăсталăхĕпе палăрать, вĕсен сăнарĕсене хапăл тусах йышăнаҫҫĕ», - тенĕ саламра.

Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ Владимир Мединский хăйĕн саламĕнче ҫак театр 100 ҫул хушшинче хăйĕн йăли-йĕркине упраса хăварнине, ăна пуҫарса яраканĕсене ĕмĕрех асра тытнине, репертуар анлăн сарăлса пынине, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан спектакльсем те чылай ăсталанине палăртса ҫырнă,  уявпа ăшшăн саламланă. Куракансем театр ăстисене юратнине, вĕсем калăплакан сăнарсем яланах асра юлнине хакласа ҫырнă.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сцена ăстисене ҫапларах каласа саламланă: «Раҫҫейĕн чи аслă наци театрĕсенчен пĕри шутланса тăрать ҫак театр. Пирĕншĕн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Театр – ăс-хакăл пуянлăхне ҫутатакан искусство. Ĕмĕр тăршшĕпе чăваш театрĕ сахал мар ҫитĕнӳсемпе палăртнă. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне халăх юратса тата йышлăн ҫӳрени - актерсен, режиссерсен тата ытти театр ĕҫченĕсен пысăк ăсталăхĕпе ҫыхăннă. Театр ĕҫченĕсен пултарулăхĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ. Шăпах та, ҫакă чăваш театрне професси ăсталăхĕ тата илемлĕхĕ тĕлĕшĕнчен ҫĕнĕ паха шая ҫĕклеме, хальхи вăхăтри театр эстетикипе пуянлатма пулăшать.  Кунта тăрăшакансем чăвашлăхшăн тунă ĕҫсен тӳпи питĕ пысăк.  Эсир чăваш наци театрĕн искусствине, халăхăмăрăн культурипе тăван чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе тунă сумлă ĕҫсемшĕн сире пысăк тав», - тесе каланă вăл.   Ӳлĕмрен те сцена ăстисене ҫитĕнӳсемпе палăрма суннă, куракансем вĕсен ĕҫĕсемпе яланах кăмăллă юлччĕр тесе каланă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов коллективра тăрăшакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Сирĕн пултарулăхăр хамăр республикăра пурăнакансемшĕн ҫеҫ мар, унăн тулашĕнчи ентешсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурсăра та ҫак паллă пулăм ячĕпе саламлатăп, пĕтĕм кăмăлтан ҫирĕп сывлăх, телей, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем сунатăп», - тенĕ вăл.

Паллă кун театр ăстисене ытти регионсенчен килсе ҫитнĕ хăнасем те ăшшăн саламланă, сахал мар ăшă сăмахсем каланă.

Театр ĕҫченĕсене ытти регионсене тухса хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарма ятарлă автобус парса чысланă.  Яланхиллех, ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисемпе хавхалантарнă.  

 Уяв кунĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ хатĕрленĕ куравсемпе паллашнă, вĕсен историйĕсемпе тĕплĕнрех кăсăкланнă, музей ĕҫне тишкернĕ.  

Фоторепортаж  



31 января 2018
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter