Чăваш Республикин Правительствин пĕрлештернĕ командипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн команди хушшинче хоккей ăмăртăвĕ иртнĕ

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительствин пĕрлештернĕ командипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн команди хушшинче хоккей ăмăртăвĕ иртнĕ.

Мероприятине сывлăха ҫирĕплетессипе тата спорта аталантарассипе йышăннă кунсене халалланă. «Шупашкар–Арена» пăр керменĕнче пулнă ăмăртусене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хутшăннă.   Хĕрӳ спорт тупăшăвĕнче туслăх ҫĕнтернĕ.

Палăртса хăваратпăр, регионта сывă пурнăҫ йĕркине кăмăллакансем чылайăн, кулленех тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене Чăваш Республикин влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, депутатсем хастар хутшăнаҫҫĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен халăха спорт сооруженийĕсемпе тивĕҫтерессин кăтартăвĕпе чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă регион хушшинче тăрать. Ҫынсем спорта кулленех ҫӳрени куҫкĕретех, кăтарту та пысăк. 

Фоторепортаж



09 января 2018
07:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter