Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Вӗрентекенcен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ педагогсем тата пӗлӳ отраслӗн ветеранӗсем!

Професси уявӗ ячӗпе ӑшшӑн саламланине йышӑнсамӑр!

Вӗрентекен профессийӗ тивӗҫлипе чи пархатарлисен шутне кӗрет, вӑл пултаруллӑ тата пуҫаруллӑ пулма хистет. Ҫакӑ чӑннипех яваплӑ та хи­сеплӗ ӗҫ. Пысӑк ӑсталӑхӑра, тарӑн ӑсӑра, ырми-канми тӑрӑшулӑхӑра пула тата ачасене чунтан юратнӑран эсир ларма-тӑма пӗлмен пепкесем­пе пу­р­не те пӗлме тӑрӑшакан ачасенчен ӑслӑ та пултаруллӑ, ҫирӗп тӗл­левлӗ, пурнӑҫра хӑйсен пултару­лӑхӗпе туллин усӑ курма пӗлекен ҫын­сем туса ӳстеретӗр, об­ществӑн тивӗҫлӗ членӗсемпе чӑн-чӑн патриотсене пӑхса ҫитӗнтеретӗр.

Пӗлӳ тытӑмне аталантарасси – Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ. Республикӑри хуласемпе районсенче ку чухнехи инновациллӗ шкулсем ҫӗкленеҫҫӗ, классене ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатаҫҫӗ, ачасене вӗ­ренме хавхалантармалли лайӑх майсем йӗркеленеҫҫӗ. Анчах темле пулсан та, вӗрентӳ ӗҫне чӑннипех кӑсӑк та илӗртӳллӗ тума, аудиторире ӗҫлӗ те пултаруллӑ лару-тӑру йӗркелеме тата ачасене пӗлӳ патне тур­тӑн­тарма пуҫаруллӑ та харсӑр, хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан вӗрентекен кӑна пултарать.

Хаклӑ учительсем, сире хӑвӑрӑн професси тивӗҫне парӑннӑшӑн, вӗрен­текен ӑс­та­лӑхӗшӗн, ачасене парнелекен чун ӑш­ши­­шӗн чӗререн тав ту­ма ирӗк парсамӑр.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей, ырлӑхпа ӑнӑҫу сунатӑп! Сирӗн вӗ­ренекенӗрсем хӑйсен пултаруллӑ ӗҫӗсемпе тата паллӑ ҫитӗнӗвӗсемпе Чӑваш Енпе юратнӑ Раҫҫее чапа кӑларма пултарччӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                      Михаил Игнатьев



05 октября 2018
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter