Чăваш Ен Пуҫлăхĕ шалти ĕҫсен органĕсенче ĕҫлесе паттăррăн пуҫне хунисен тăванĕсене патшалăх наградисем парса чысланă

Глава Чувашии вручил государственные награды родственникам героически погибших сотрудников органов внутренних дел Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев служба тивĕҫĕсене пурнăҫланă чухне паттăррăн вилнĕ Сергей Фомин милици старшинипе Валерий Сидоров милици майорне асăнса торжествăлла лару-тăрура вĕсен мăшăрĕсене Марина Сидоровăпа Надежда Фоминана   Раҫҫей Федерацийĕн патшалăх наградине  – «Хастарлăхшăн» медале  ĕмĕрлĕх парса чысланă.

Мероприятинче Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин ветеранӗсен регионти общество организацийĕн председателĕ  Михаил Киселев тата ыттисем те пулнă.  

2005 ҫулта авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Валерий Сидоровпа Сергей Фоминăн хăйсен аманнă юлташĕсене Грознăй хулинчи сиплев учрежденине илсе ҫитермелле пулнă. Ҫул ҫинче вĕсем ҫине тăшмансем тапӑннӑ. Пирĕн ентешсем машинăри ҫынсен пурнăҫне ҫăлса хăварнă, анчах та хăйсем сыхланса юлайман, пурнăҫран уйрăлнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ паттăрсене наградӑпа чысласси ҫинчен калакан Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ, вĕсене асăнса «Хастарлăхшăн» медале ĕмĕрлĕх парса чыслама йышăннă.

«Салтаксем чи малтан хăйсен юлташĕсем пирки шутланă, пурнăҫне шеллемесĕр вĕсем ĕмĕрлĕх пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ентешсем урăхла йышăну тума та пултарайман, граждан тивĕҫне туллин пурнăҫланă, юлташĕсене ҫăлса хăварнă тенĕ Ертӳҫĕ паянхи паллă пулăмра.   Паттăрсене асра тытассине, вĕсен ячĕсем ĕмĕр асра пулассине те палӑртнӑ сăмаха малалла тăсса.  «Сидоров Валерий Николевич милици майорĕ, Фомин Сергей Анатольевич милици страшини пек таса чунлă та хăюллă ҫынсене пула юратнă Раҫҫейре тăнăҫлăх, мирлĕ пурнăҫ хуҫаланасса ĕненетпĕр, граждансем ыранхи куна ҫутă ĕмĕтпе кӗтессе туятпăр!», тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   

«Милици ĕҫченĕсем пурнăҫран уйрăлса кайнăранпа 13 ҫул иртнĕ. Вĕсен ячĕсем пурин асĕнче те упранаҫҫĕ. Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви паттăрсене манмасть», –  палăртнă Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин.  Наградăсем вĕсем пирки кулленех аса илтерсех тăраҫҫĕ, пулас ăрăва паттӑрсен ырӑ тӗслӗхӗпе тĕрĕс воспитани парса ҫитĕнтерме пулăшаҫҫĕ тенĕ ведомство ертӳҫи.

Сергей Фомин мăшăрĕ Надежда Фомина республика ертӳлĕхне, Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствине ырă витĕмлĕхшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Паян паллă пулăмра вĕсен ывăлĕ Кирилл Фомин та пулнă, вăл та ашшĕн ҫул-йĕрĕпе хăйĕн пурнăҫне малалла тăсма шут тытнă.  Ҫамрăк яш полици академинче 5-мĕш курсра вĕренет.  Мероприятине пухăннисем ăна малашнехи пурнăҫра ăнăҫусем суннă, суйласа илнĕ ĕҫе яваплăн пурнăҫлама каланă.

Фоторепортаж



01 ноября 2018
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter