Лару: терроризм — пачах та шÿт мар

«Хăрушсăрлăха тивĕçтеретпĕр, республикăшăн обществăпа политика лару-тăрăвĕ енĕпе тăнăçлăх кăтартуллă», — Чăваш Республикинче терроризмпа кĕрешекен комиссин паян иртнĕ ларăвне çапла каласа пуçланă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев куншăн яваплă службăсене тав турĕ. Анчах çĕршывра хăрушлăхăн çĕнĕ палăрăмĕсем вăй илни сисĕнет.

Çул çитменнисем вăхăтăн ытларах пайне вĕренÿ учрежденийĕсенче ирттереççĕ. Шăпах унта тимлĕх пысăк пулмалла. Акă мĕншĕн вĕренÿ заведенийĕсен, класс ертÿçисен, ушкăнсен кураторĕсен, шкулсенчи психологсен яваплăхĕ чăннипех питĕ пысăк.

Сыхлăхăн тепĕр çул-йĕрĕ — Интернет сетĕнчи мониторинг. Ачасемпе çамрăксем паян информацие ытларах унтан илеççĕ, унтах тус-юлташ тупаççĕ. Экстремистсен витĕмне лекесси те часах. Республикăра педагогсем тивĕçлĕ аккаунтсен мониторингĕ енĕпе ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Яваплăха туякан студентсем те çак ĕçрен ютшăнмаççĕ — кибердружинăсен пулăшăвĕ курăмлă.

Чăваш Енре юлашки вăхăтра взрыв хатĕрĕ хуни пирки суйса пĕлтернĕ тĕслĕхсем нумайланни сисчĕвлентерет. Çивĕч çак ыйтупа Шалти ĕçсен министерствин Экстремизмпа кĕрешекен центрĕн пуçлăхĕ Владимир Шихранов сăмах илчĕ. Пĕлтĕр çавнашкал шăнкăравсем хыççăн вĕсем «бомбăланă» объектсенчен çынсене 13 хут эвакуацилеме тивнĕ. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
01 ноября 2018
10:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter