Кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта уйрăмах пушарсенчен асăрхануллă пулмалла, халăхпа профилактика ĕҫне йĕркелемелле

Ҫанталăк кунран-кун сивĕтсе пынине пула, халăх харпăр хăй тĕллĕн ăсталанă хатĕрсемпе усă курма тытăнать, ҫапла майпа вара ăшăпа тивĕҫтерес вырăнне пушар инкекĕ патне сиксе тухаҫҫĕ. 2017/2018-мĕш  ҫулсенче кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта пĕтĕмпе Чăваш Енре пушар пулнă 447 тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенче 34 ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă. Паян Правительство ҫуртĕнче республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуҫлăхĕсемпе йĕркелесе ирттернĕ канашлура ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнă.   Планеркăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа пурĕ пушар тухнă 764 тĕслĕхе шута илнĕ тесе хыпарланă. Пĕлтĕрхи ҫак тапхăрпа танлаштарас пулсан, кăтарту ӳснĕ, 3,7 процент чухлĕ пысăкланнă тесе хыпарланă ведомство ертӳҫи. Пĕтĕмпе пушарта 59 ҫын вăхăтсăр вилнĕ, пĕлтĕр вара 56.

Пушар тухнă тĕслĕхсене ытларах Ҫĕнĕ Шупашкарта, Шупашкар хулинчи Калининский районĕнче, Канашра, Шăмăршăра, Хĕрлĕ Чутайĕнче, тата Канаш районĕнче тенĕ вăл.  Пур-пĕрех инкексем ытларах Ҫĕмĕрлере, Улатăрта, Хĕрлĕ Чутайĕнче, Шăмăршăра, Канаш районĕнче алхаснă тенĕ, Канаш хулинче, Улатăрпа Ҫĕмĕрле хулинче те инкек тухнă тĕслĕхсем  халăха пăшăрхантараҫҫĕ тенĕ ертӳҫĕ, ҫав вăхăтрах тирпейлĕ ĕҫлесе пыракан муниципалитетсене те аса илсе хăварнă. Вĕсем: Каҫал енсем, Тăвайсем, Елчĕксем, Красноармейски тата Патăрьелсем.  Ҫынсем пурăнакан ҫуртсенче,  экономика пĕлтерĕшлĕ объектсенче пушар алхасни вара уйрăмах пысăк тимлĕхе тытма хистет.  Пушартан сыхланас йĕркесене ҫынсем пăсни паллă.  Кун евĕр тĕслĕхе 258 шута илнĕ ведомство ĕҫченĕсем.   Хĕлле ҫитсе пынă май, халăх мунча  ытларах хутма тăрăшать, кăмакисем вара юрăхсăра тухнине пачах та асăрхамаҫҫĕ.  Вут-ҫулăмпа кашнин асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма никамăн та ирĕк ҫук тенĕ паянхи канашлура ертӳҫĕсем.

Тепĕр пысăк кăлтăк кăларса тăратаканни – халăх ӳсĕр пулни. Пушарсем вĕсен айăпĕпе те час-часах тухаҫҫĕ тенĕ Чăваш Енри ГКЧС председателĕ. Ҫынсем пурнăҫран уйрăлса кайни шăпах ӳсĕр пулнипе ҫыхăннă тесе сăмаха вакланă Вениамин Петров.    

Республикăри район тата хула администрацийĕсене асăннă ыйтупа тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пыма хушнă, ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă. Кулленех профилактика ĕҫне ирттерни вырăнлă, пĕчĕк ачасене аслисемсĕр пĕччен пачах та кил-ҫуртра хăварма юраманнине тепĕр хут палăртса каланă ведомство ертӳҫи.  Йывăр ҫемьесенче ҫитĕнекен шăпăрлансем усал ĕҫ тума юратаҫҫĕ,  вĕсене те асăрхасах тăмаллине каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин ГКЧС председателĕ.

Кăҫал ҫак тапхăрта ҫĕршывра пурĕ 292 ача вут-кăварта ҫунса вилнĕ.  Кăтартăва пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе илес пулсан 20 процент пысăк тесе пăшăрханса пĕлтернĕ Вениамин Петров.  

Ҫак тĕслĕхсем нумайланнипе, Раҫҫей МЧС Ертӳҫи Евгений Зиничев ĕҫлĕ канашлу оперативлă майпа йĕркелесе ирттернине те хыпарланă вăл, тĕплĕ калаҫăва Раҫҫей Федерацийĕнчи ачасен прависене хӳтĕлекен РФ Президенчĕ ҫумĕнчи уполномоченнăй Анна Кузнецова та хутшăннă тесе сăмаха малалла тăснă.  Пуҫлăхсем ӳлĕмрен тата та ытларах халăх хушшинче профилактика ĕҫне сармалли пирки каланă.  Ҫак ĕҫе обществăлла организацисен пайташĕсем те хутшăнсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ вĕсем. МИХсенче ĕҫлекенсене те явăҫтармаллине чĕнсе каланă.

«Эпир хамăрăн регионта палăртнă ведомство ертӳҫисемпе ĕҫ планне пăхса тухнă, ҫĕнĕлĕхсем те кĕртсе хăварнă. Ку эрнере ĕҫ ушкăнне йĕркелеме тĕллев лартнă.  РФ ведомство ертӳҫисем хушичченех, ҫĕнĕ хушма ĕҫ планĕпе тимлĕн ĕҫлеме тăрăшăпăр», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе хăварнă Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров.  



12 ноября 2018
16:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter