«Дорисс» ПАО 50 ҫул тултарнине паллă тунă

Председатель Правительства Чувашии Иван Моторин поздравил коллектив ПАО «Дорисс» с 50-летием

Чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Дорисс» ПАО 50 ҫул тултарнине паллă тунă. Мероприяти К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ.  Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннă.  Пухăннă ентешсене чи малтан «Дорисс» АУО генеральнăй директорĕ Всеволод Рощин  саламланă.  Ертӳҫĕ предприятийĕн ҫитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăнă, ĕҫ ушкăнĕ туслă ĕҫлесе пынине каланă.  Организаци ҫул-йĕр сарассипе тата ытти строительство ĕҫне пурнăҫланине хыпарланă.

«Палăртнă тапхăрта предприяти пиншер ҫын пурнăҫне лайӑх енне улăштарма ĕлкĕрчĕ. 1 500 ҫухрăм ҫул тунă,  5 000 ҫухрăм инженери сечĕсене юсанă, 120 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хăпартса лартнă. Халăх кăмăлтан хăйсене шанса панă ĕҫе пурнăҫлать», – пĕлтернĕ Всеволод Рощин.    Организаци сахал мар патшалăх наградине тивĕҫнĕ тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.

Уява пухăннисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламланă, республика Правительстви социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пурнăҫа кĕртме предприятипе тачă ҫыхăнса ĕҫленине каланă.

«Яланах хăвăр ĕҫе пахалăх енчен пысăк шайра пурнăҫласа пыратăр.  Паян эсир пирĕн республикăра кăна мар, РФ ытти регионĕсенче те анлăн ĕҫлетĕр», – палăртнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, пурне те ҫирĕп сывлăх, малашне те пысăк кăтартусемпе ĕҫлеме чĕнсе каланă.

Предприяти Чăваш Енре  социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк промышленноҫ предприятийĕсене те хута янă. «Дорисс» АУО регионта 500 ҫухрăм автомашина ҫулĕсем тунă.  

Хисепе тивĕҫнисене яланхиллех савӑнӑҫлă лару-тăрура патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Уява пухăннисене ытти официаллă ҫынсем те саламланă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.  

 

Фоторепортаж



12 ноября 2018
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter